Чăваш Республикин Ĕçлевпе социаллă хỹтлĕх министерствин Патăрьел муниципалитет округĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр чылай çул ĕнтĕ аслă çулхисене, сывлăхран хавшаккисене пулăшупа тивĕçтерессипе тăрăшать.
Учрежденинче 146 сотрудник вăй хурать. Вĕсем тĕрлĕ социаллă тивĕçтерỹ кỹреççĕ. Сăмах май, центрăн тĕп тĕллевĕ - пулăшу парасси çеç мар, кашни çынна май пур таран ытларах тимлĕх, хỹтлĕх уйăрасси.
- Пирĕн специалистсем пысăк яваплăхлă, ырă кăмăллă, хăйсене шаннă тивĕçе кăмăлтанах пурнăçлаççĕ, кашни çын шăпи вĕсене пăшăрхантарать, май пур таран пулăшаççĕ, - тет центр ертỹçи Николай Ялуков.
Ватлăхра вăй-хал чакса пынăçемĕн ирĕксĕрех çын куçĕнчен пăхма тивет. Центр килте пурăнакан аслă çулхисене те, инвалидсене те хăйĕн хỹтлĕхне илнĕ. Хальхи вăхăтра 142 çынна пулăшаççĕ. Ватăсемшĕн пулăшма килекенсем кил-çурта хăтлăх кĕртекенсем çеç мар, чуна уçса калаçмалли çынсем, хỹтлĕх паракансем пулса тăраççĕ.
Стационарлă тивĕçтерỹпе усă куракансем те пур. Кзыл Чишмари ваттисемпе инвалидсен уйрăмĕнче 29 çын пурăнать. Кунта вĕсене валли канма та, çывăрма та хăтлă условисем туса панă, сывлăхĕсене те тĕрĕслесех тăраççĕ.
Нумай ачаллă, социаллă пулăшу кирлĕ çемьесем те социаллă центрăн тимлĕхне туяççĕ. "Пĕр сехетлĕх няня" кабинет ĕçлет. Ятарлă программăпа профессилле пĕлỹ илнĕ "Няня" специалистсем ачаллă çемьесене яланах пулăшма хатĕр.
"Демографи" наци проекчĕн регионти "Аслă ăру" проекта пурнăçласа ялта пурăнакансен сывлăхне сиплев учрежденийĕсенче тĕрĕслеттерме "Мобильлĕ бригада" йĕркеленĕ.
Çавăн пекех пулăшу кирлĕ çынсене тупса палăртассипе, вĕсене паракан тивĕçтерỹсене анлăлатассипе, лайăхлатассипе, çĕнĕлĕхсем кĕртессипе те ĕçлеççĕ. Центр специалисчĕсем йывăр лару-тăрăва лекнĕ, сахал тупăшлă, пурăнмалли вырăн пайăрлă мар çемьесене, çынсене социаллă пулăшу параççĕ.
Паянхи пурнăç ыйтăвĕсем те халăха социаллă хỹтлĕх паракан центршăн ют мар. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене пулăшассипе те сахал мар тăрăшаççĕ. Патшалăх программисене пурнăçа кĕртессипе те вăй хураççĕ.
Пурнăçра кашнийĕ йывăрлăха лекме пултарать, пулăшу паракансем яланах çумра. Патăрьелĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр коллективĕ шăпах ырă кăмăллă, пысăк чĕреллĕ, опытлă профессионалсемпе пуян, вĕсем çынсемшĕн тăрăшассине пĕрлĕхлĕ ĕç тесе тимлеççĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Июль 2025 |