Иртнĕ эрнере Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн председателĕ Наталия Партасова ертсе пыракан обществăлла инспекторсем Патăрьел муниципалитет округĕнче пулчĕç. Сумлă ушкăн Ыхра Çырми çывăхĕнчи "Батыревский" индустри паркĕнчи тата Татмăшра çĕкленекен культура çурчĕн строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи Общество палатин членĕсем хутшăнчĕç.
Агропарк округ экономикине аталантарма пулăшĕ
"Батыревский" агропарк яллă вырăнта çĕкленекен пысăк тата пĕлтерĕшлĕ объект. Ку таранччен кунта проектпа палăртнă чылай ĕçе пурнăçланă, территорие хăтлăх кĕртессипе те сахал мар ĕçленĕ. Объект вĕçлемелли тапхăрта пулин те хăш-пĕр ыйтусене васкавлăн татса памалла пулнипе унăн срокĕ тăсăлнă. Кун пирки пĕтĕмлетỹ сăмахĕнче Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн председателĕ Наталия Партасова та ыйтăва çивĕчлетсе хăварчĕ:
- Хальлĕхе кунта электроэнергипе, территорие хăтлăх кĕртессипе, çĕр ыйтăвĕпе те çывăх вăхăтрах татса памалли ыйтусем пур-ха. Тĕл пулура вĕсене пурнăçа кĕртмелли мерăсене çивĕчлетрĕмĕр, объекта ĕçе кĕртме конкретлă срок палăртрăмăр. Агропарк ăнăçлă та тухăçлă ĕçлесе кайсан округ экономики тата ытларах тĕрекленĕ, çынсем валли хушма ĕç вырăнĕсем те пулĕç, - терĕ вăл ĕçлĕ тĕл пулури калаçăва пĕтĕмлетсе.
Сăмах май каласан, апрель уйăхĕнче Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннипе "Республика Пуçлăхĕн тĕрĕслевĕнче" проекта çирĕплетнĕ. Проектăн тĕп шухăшĕ - регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем тунă, территорисене хăтлăх кĕртнĕ чухне общественноçа явăçтарасси. Наталья Юрьевна малашне те Общество палатин хастарĕсене влаçпа пĕрле ĕçлеме, çак ыйтусем çине тимлĕх уйăрма каларĕ.
Наци проекчĕпе Татмăшра клуб çĕкленет
Татмăш ялĕнче пурăнакансем Çĕнĕ çула çĕнĕ клубра кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Паянхи кун "Культура" наци проекчĕпе тăвакан объектра хĕрỹ ĕç пырать. "СМУ-55" подрядчик мĕн пур ĕçĕн 50 процентне пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ: клубăн кăшкарне тунă, тăррине витме те хатĕрленĕ, шыв кĕртес ыйтупа та тимлеççĕ... Ĕç паянхи пекех кал-кал та ăнăçлă пырсан, подрядчиксем ял халăхне проекта хута яма палăртнинчен маларах та çĕнĕ клубпа савăнтарасшăн.
Строительство ĕçĕпе пĕрлех клуба шал енчен "тумлантарассипе" те ĕçлесе пыраççĕ. Сĕтел-пукан, оргтехника туянма 2 миллион тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра территорие хăтлăх кĕртес тĕллевпе подряд организацине палăртма конкурс пырать. Проекта территорие кĕрекен çул, тротуар, 20 автомашина валли лартмалли вырăн та пулмалла.
Татмăшри клубра строительство ĕçĕсем пĕрлехи вăйпа ăнăçлă йĕркеленине Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн председателĕ Наталия Партасова та палăртса хак пачĕ: "Округ администрацийĕпе культура министерстви, подряд организацийĕ, Пĕрлехи заказ служби пĕр шухăшлă, килĕштерсе ĕçлени куç кĕрет, кăмăллă. Ун пек чухне ĕç кал-кал пулса пырать",- терĕ вăл.
Альбина ЕГОРОВА
Июль 2025 |