Масара тирпейлесси - кашнин тивĕçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2025, 21:52 Просмотров: 105

Муниципалитет округĕнчи ял старостисемпе территори пайĕсен начальникĕсем масарсем çинчи тирпейлĕхпе кăсăкланса вырăнсене çитсе курчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен кашнийĕшĕнчех субботниксем йĕркелеме ĕлкĕрнĕ. Тĕслĕх илмеллисем те чылай. Акă Кĕçĕн Патăрьелĕнчи масар çине кĕмелли çула автомашинăсем валлиех тунă. Аякран илсе килнĕ вилене кĕл тумалли çурт патне йăтса кĕресси çук. Унтах çитме пулать. Е вил тăприсем патне палăксем лартас тесен те ансат.

Пуçару бюджечĕпе усă курса масар картине çĕнĕрен тытнă. Ку енĕпе чылай ялта аван ĕçленĕ. Еншиксен те, Кĕçĕн Арапуçсен те масар çурчĕсене хăтлăлатнă.

Пăлаçи Атăкпа Каншел ялĕсенче масар патне каймалли çулсене вак чул сараççĕ.

- Иртнĕ çул пуçару бюджечĕн программипе чылай масар картине çĕнетнĕ. Кăçал та палăртнă тĕллевсем пĕчĕк мар,- тет муниципалитет округĕн администрацийĕн тирпей-илем тата территори аталанăвĕн управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Кристина Тямина. - Вырăнсенче старостăсен тăрăшулăхне палăртмалла. Акă, Первомайски территори пайĕнчи Арсентий Иванов тăххăрмĕш теçетке çула вакланă пулин те харсăр.

Ỹркенменнисем татах та пур. Шăхачри Николай Узюкин староста та халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарать. Эрнипех кунта кивĕ масара тасатнă. Унти вил тăприсене çĕнетекенсем те пур халĕ. Пỹртне, çула хăйсен вăйĕпе тунă.

Турханти врач офисĕнче ĕçлекен Анатолий Кольцов тухтăр ĕç хыççăн эпир пынă вăхăтра масар çинчи тата ун çумĕнчи çулнă курăка пухса тирпейлетчĕ. Никам хушнипе те мар. Чун-чĕри ыйтнипе.

Козловка ялĕнче те масар тирпейлĕ. Кĕмелли çула асфальт ванчăкĕ тăкса тикĕсленĕ. Çĕнĕ çурт ăшчиккине тирпейлес ĕç пырать. Анат Туçари масар умĕ вара кашнинех тĕлĕнтерчĕ. Часовня патĕнче те, çурт умĕнче те чĕрĕ чечек клумбисем, йывăçсем. Кунти тирпее Надежда Кузнецова тытса тăрать.

 Масар хĕрринчи тата вил тăприсен çывăхĕнчи пĕлĕте кармашса ỹсекен йывăçсене тĕпренех касса тирпейленĕ. Çĕнĕ масар валли те вырăн уйăрнă. Ăна та карта тытса çавăрнă.

 Кзыл Чишма ялĕн масарĕ кăмăллă. Кунта кĕмелли хапхана çĕнетнĕ. Çурчĕ те ирĕк.

Тутар Сăкăтĕнче вара вил тăприсене пурне те пĕр евĕрлĕ тăваççĕ.

 Мĕн калама пулать-ха пĕтĕмлетсе? Хăш-пĕр ялта кивĕ масарсене тирпейлеме алă çитереймен. Вĕсенче вăрманти евĕр йывăç ỹсет. Пĕччен-иккĕн пурнăçлаймастăнах çак ĕçе. Кар тăни кирлĕ.

Вилнĕ тăванăмăрсене асăнма каймалли кун çитиччен масарсем патне пыракан çулсене тирпейлемеллех. Цистернăсемпе шыв пулмалла. Масар таврашĕнчи курăка çулмалла. Автомашинăсене лартмалли вырăнсене те тирпейлемелле. Çỹп-çапа ятарлă ешчĕксене пăрахмалла. Пуçаруллă çынсем пур çĕрте пурте йĕркеллех. Масарсене хамăр пурăнакан кил-хуçалăхри евĕрех тирпейлĕ тытма пултарни хамăршăнах кăмăллă.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика