Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн 37-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.
Ларура депутатсем пилĕк ыйту пăхса тухрĕç. Тĕп ыйтусенчен пĕри Патăрьел муниципалитет округĕнчи 2024 çулхи бюджета мĕнле пурнăçлани пулчĕ. Унпа муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова паллаштарчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Светлана Алексеевна муниципалитет округĕнчи хăтлă пурнăç бюджет пуянлăхĕнчен, ăна мĕнле пурнăçланинчен килнине палăртрĕ.
Çавăн пекех депутатсем 2025 çулта тата 2026-2027 çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнчи муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогноз планне, депутатсен Пухăвĕн "Патăрьел муниципалитет округĕнчи муниципаллă служба должноçĕсен реестрне çирĕплетесси çинчен" тата Патăрьел муниципалитет округĕнчи административлă комисси çинчен" калакан йышăнăвĕсене хушусем кĕртесси çинчен те ыйтусем пăхса тухрĕç.
Ларурах наградăпах çыхăннă ыйтусем те пулчĕç.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
