Пушар тата шыври хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене çивĕчлетрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2025, 21:41 Просмотров: 174

 Патăрьел муниципалитет округĕнче Чăваш Республикинчи гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру министерствин тата Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри Тĕп управленийĕн тата "Чăваш Республикинчи Муниципалитет пĕрлĕхĕсен канашĕ" ассоциацин вырăна тухса йĕркеленĕ пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

Республика шайĕнчи мероприятин тĕп тĕллевĕ - халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, пушар хăрушсăрлăхĕн кăçалхи яваплă тапхăрне тата 2025 çулхи шыва кĕмелли сезона ăнăçлă ирттерсе ярасси. Кун йĕркинчи ыйтусемпе тухса калаçакансем кашниех çак ыйтусене çивĕчлетрĕç, пĕрлехи вăйпа туса пымалли ĕçсене палăртрĕç.

Анлă ларун пленарлă пайĕ Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру министрĕ Сергей Павлов, Тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри пушара сỹнтерес тата аварипе çăлав ĕçĕсен управленийĕн начальникĕ Александр Медведев, Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен исполнительнăй директорĕ Александр Кузнецов, Чăваш Республикинчи муниципалитет тата хула округĕсен пуçлăхĕсем, муниципалитет округĕсенчи гражданла хỹ

ĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсемпе тимлекен уполномоченнăйсем хутшăнчĕç. Ларура гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру системинче тăрăшакан уйрăм работниксене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе тата Тав хучĕпе чысларĕç.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи Шăнкăртам территори пайĕнчи халăха пушар хăрушсăрлăх енĕпе тивĕçтерекен пай хамăр тăрăхра çеç мар, республикăра та кăтартуллисен йышĕнче. Мероприятие хутшăнакансем практика пайĕнче территори пайĕнче пушар хăрушсăрлăхне мĕнле йĕркеленипе, унти техника базипе паллашрĕç. Кунта 2022 çулта пуçару бюджечĕн программипе туса лартнă ăшă гараж тухăçлă та ăнăçлă ĕçлет. Гаражра шывпа тултарса лартнă техника яланах хатĕр. Пушарниксем вут-кăвар инкекне парăнтарма ытти яла та тухса çỹреççĕ. Коллеги ларăвне хутшăннисем кунти пушарниксен команди вут-кăвар инкекне мĕнле хăвăрт сỹнтерме пултарнине те курса хакларĕç.

 Сăмах май каласан, 2024 çулта Шăнкăртам территори пайĕнче - 10, 2023 çулта 8 пушар пулнă. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 1 пушара шута илнĕ.

 Çавăн пекех коллеги ларăвне хутшăннисем Сител кỹллинче те пулчĕç, кунта халăха канма услови туса панипе, хăрушсăрлăхпа, санитарипе гигиена йĕркине мĕнле пăхăннипе паллашрĕç. Палăртса хăвармалла, водолазсем иртнĕ çулхи пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕче шыва кĕрекен пилĕк кỹлле тĕрĕсленĕ.

- Умра - çуллахи каникул, шăрăх кунсем. Пирĕн тĕп тĕллев - округ çыннисене шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем ирттересси, ачасене хăрушлăх пирки ăнлантарасси территори пайĕсен, çавăн пекех МЧС ĕçченĕсен çуллахи вăхăтри тĕп тĕллевĕсенчен пĕри,- терĕ çак ыйтăва çивĕчлетсе Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика