Майăн 24-мĕшĕнче муниципалитет округĕнчи шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Кăçал 180 ача пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленет. 9 класран 417 çамрăк вĕренсе тухать.
Тăрăшса вĕренни, юлташла хутшăнусем, пĕрремĕш çитĕнỹсем хыçа юлчĕç. Вĕсем кăмăл-туйăма çирĕплетрĕç, виçесĕр ăсталăха вĕрентрĕç. Умра патшалăх экзаменĕсене тытасси, пурнăç çулне суйласа илесси, вĕренỹ заведенийĕсене кĕресси, хăв тĕллĕн пурăнма пуçласси тăрать.
Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Сăкăтри вăтам шкулта юлашки шăнкăрав ячĕпе иртекен уяв мероприятине хутшăнчĕ. Выпускниксене саламларĕ, ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн тав турĕ.
"Эсир - округ, республика, çĕршыв пуласлăхĕ. Сирте - пысăк шанăç. Эсир - талантлă, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем, пурнăçа лайăх енне улăштарма пултаратăр. Ыранхи кун мĕнле пуласси сиртен килет. Эпир сире пултарулăхăра аталантарма, умри тĕллевĕрсене пурнăçа кĕртме тивĕçлĕ условисем туса парас тĕлĕшпе пурне те тăвăпăр. Пирĕн округ хăтлă тата çамрăк ăрăва ĕçлеме, пурăнма ку чухнехи условисем пулччăр тесе тăрăшатпăр",- терĕ Рудольф Селиванов.
Выпускниксен ячĕпе ăшă та ырă сăмахсем сахал мар каларĕç.
Уява килнĕ хисеплĕ хăнасем, шкул директорĕ, пĕрремĕш вĕрентекенĕсем, класс ертỹçисем, тăрăшуллă ашшĕ-амăшĕ, пĕрремĕш классем саламларĕç. Вĕренсе тухакансене ачалăха асра тытса тăван шкула килсе çỹреме ыйтрĕç.
Шкул вальсĕ, вĕреннĕ чухнехи тата туслăх юррисем чуна çỹçентерчĕç. Пурнăç çулĕ часах çамрăксене тĕрлĕ енне уттарĕ. Юлашки шкул шăнкăравне, хăтлă классене, ачалăхра юлнă шавлă тăхтавсене вара кашнийĕ кăмăлтан аса илĕ.
Пĕр вăхăтрах хаваслă та, хурлăхлă самант тăчĕ - юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
Хисеплĕ выпускниксем! Шкулта илнĕ пĕлĕвĕр сирĕншĕн малашлăх çитĕнĕвĕрсен никĕсĕ пултăрах. Хăвăра шанăр, лартнă тĕллевĕрсем патне çирĕппĕн утăр. Ырă çул!
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
