РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Алексей Быков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра çул çитмен ачасем велосипедсене, самокатсене кирлĕ мар çĕрте пăрахса хăварса çухатнă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче çакнашкал фактсем тата ытларах та пулма пултараççĕ. Çавăнпа та "хурçă ут" хуçисен икĕ урапаллă пĕчĕк техникăна ăçта килчĕ унта шанчăксăр пăрахса хăварма юрамасть.
Август 2026 |
