МАЙĂН 1-мĕшĕнчен çул-йĕр правилине пăсакансене çирĕпрех явап тыттараççĕ. Сăмахран, светофорăн хĕрлĕ çутине пăхăнмасăр çула малалла тăснăшăн 2500 тенкĕ тỹлеттереççĕ. Маларах 1500 тенкĕ штраф пулнă. Машинăна çуран каçакансем утакан вырăнта чарнăшăн унчченхи пек 1000 тенкĕ мар, 3000 тенкĕ кăларса хумалла пулать. Транспорт хирĕç килекен çул çине юраман вырăнта каçнăшăн 7000 пин тенкĕ тỹлеттереççĕ е çур çуллăха водитель удостоверенийĕсĕр хăвараççĕ тата ытти те.
Август 2026 |
