Паха тĕпчев ĕçне Çĕнтерỹ юбилейне халалланă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2025, 21:34 Просмотров: 119

 СĂКĂТ чăвашĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Александр Михайлович Артамонов Çĕнтерỹ уявĕ умĕн "Çĕнĕ вăхăт" типографинче "Кĕт мана, вара эп килĕп вилĕме çĕнсе..." ятлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Ăна вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. Сăкăтсем унпа сумлă уяв ячĕпе ирттернĕ парадра, ытти ĕç-пуç вăхăтĕнче те паллашса ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ.

Отставкăри офицер, Афган вăрçин ветеранĕ юлашки çулсенче Хỹтĕлев министерствин тĕп архивĕн вăрттăнлăхсене сирнĕ материалĕсене нумай тĕпченĕ. Сайтсенче, пичетре тухнă статьясене тĕпченĕ хыççăн тăван ялĕнчен фронтра пуç хунă салтаксен тата вăрçăран çĕнтерỹпе таврăннă паттăрсен списокĕсене чылай çĕнетнĕ тата пуянлатнă. Çавна май хамăр районăн çар комиссариачĕ урлă кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен (уйрăммăн илсен Красноярск крайĕнчен) фронта кайнă ентешсене чылай тупнă. Çĕнĕ кăларăмпа вулакансем муниципалитет округĕн тĕп библиотекине килсе паллашма пултараççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика