Малалла та пул хастар!

Категория: Публикации Опубликовано: 23.05.2025, 21:52 Просмотров: 230

Прозаик, поэт, журналист, СССР Журналистсен союзĕн членĕ, Тутарстан Республикин Писателĕсен союзĕн членĕ, Тутарстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ Евгений Андреевич Турхан (19.05.1950) çуралнăранпа 75 çул çитрĕ.

Евгений Турхан - Вăрнарти совхоз-техникумăн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн выпускникĕ. Вăл Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче кун çути курнă, анчах ĕçлĕ пурнăçĕн пысăк пайне Юхмапа Пăла тăрăхĕпе çыхăнтарнă: зоотехник, ферма заведующийĕ, Патăрьелĕнчи пушар чаçĕн начальникĕ, 1976 çултан пуçласа "Авангард" хаçатра корреспондент, тĕп редактор çумĕ, регионти "Самана" чăваш хаçачĕн тĕп редакторĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. 1994 çултан - Хусанта. Кунта чăвашсен "Сувар" хаçатĕнче корректор, яваплă секретарь тата унăн çумĕ; "Казанские ведомости" хаçатра çĕнĕ хыпарсен пайĕн редакторĕ пулса тăрăшнă. Çавăн пекех "Сунтал" литература пĕрлĕхĕн ертỹçи, ЧНК çумĕнчи Тутарстанри чăваш писателĕсен союзĕн яваплă секретарĕ те.

Пĕрремĕш хайлавĕсем 1970 çулсен пуçламăшĕнче "Авангард" хаçатра кун çути курнă. "Тăван Атăл", "Ялав", "Капкăн" журналсенче тата "Хыпар" хаçатра та пичетленнĕ. Унăн сăввисемпе юрăсем те сахал мар хывнă. 1989 çулта "Пăла таврашĕнче" поэми уйрăм брошюрăпа пичетленнĕ. Çавăн пекех ашшĕн, чăваш поэчĕн, журналисчĕн тата куçаруçин Турхан Энтрийĕн сочиненийĕсен пуххине "Юлашки юррăм" ятпа кун çути кăтартнă.

Тĕп изданийĕсем: "Тайна обелиска", "В окрестностях Булы", "Сокровища северских Эльтеберов", "Ăçта-ши эсĕ, юратăвăм?", "Каганлăх тĕпренчĕкĕ", "Потомки Аттиллы", "Похождения Плешивого" тата ыттисем те.

("Çулталăк кĕнекинчен")

 Редакцирен: вăхăтĕнче "Авангард" хаçата пĕрле кун çути кăтартнă ĕçтешĕмĕре Евгений Турхана сумлă юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телей, литература каçалăкĕнче пысăк çитĕнỹсем сунатпăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика