Эпир, Патăрьел муниципалитет округĕн администраци çумĕнче йĕркеленнĕ Общество палатин членĕсем, хамăрăн ĕç программипе час-часах Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсене тухса çỹретпĕр. Чылай чухне округ шайĕнче йĕркелекен тĕрлĕрен мероприятине те хутшăнатпăр. Çакă пире хамăр тăрăхри пурнăçа тĕплĕнрех те тарăнрах пĕлме, çĕнĕ шухăшсене, халăхăн ырă сĕнĕвĕсене администрацине çитерме май парать. Çапла килĕштерсе ĕçлени хамăр тăрăха çĕнетме, тĕрлĕрен программăпа проекта пурнăçа кĕртме, ялта пурăнакан çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме май парать.
Çакна та палăртса хăварас килет. Юлашки çулсенче Чăваш Енре вăй илсе пыракан халăх пуçарулăхĕ малашне те ялсене хăтлăлатма пулăшĕ. Çак çĕнĕлĕх пурнăçа кĕнĕренпе ялсенче ырă улшăнусем пулса пыни куç кĕрет. Ку чухне муниципалитет округĕнче наци проекчĕсемпе, тĕрлĕрен ытти программăпа социаллă культура объекчĕсем çулсеренех хута кайса пыраççĕ-ха. Чăн малтанах патшалăх ял çине çапла тимлĕх уйăрнине ырламалла. Çĕнĕ ФАПсем, шкулсемпе садиксем, культура çурчĕсем, спорт лапамĕсем тата ыттисем те чăннипех те савăнтараççĕ. Вĕсемпе юнашарах тăван тавралăха çĕнетес тĕлĕшпе халăх пуçарулăхĕпе пурнăçлакан ĕçсем те пысăк хакра. Общество палатин членĕсемпе округри ялсене тухса çỹренĕ май чăн малтанах вырăнсенче çулсем тирпейленсе пынине асăрхатпăр. Ырă пулăма палăртса хăварасах килет. Сăмах май каласан, территори пайĕсенче çулсеренех пуçару бюджечĕн программипе урамсене хăтлăх кĕртеççĕ. Иртнĕ çул та, кăçал та пурнăçлама палăртнă проектсен çурри ытла тенĕ пек шăпах çынсене çỹреме лайăх çул туса парассипе çыхăннă.
Кирек мĕнле çĕнĕлĕхе те пурнăçа кĕртнĕ чухне çăмăл мар. Пуçару бюджечĕн программи 2017 çулта республикăра старт илнĕ хыççăн ялсенче халăх çакна тỹрех ăнланасшăн та пулмарĕ темелле. Укçа пуçтарнă чухне сăмахлакансем те йышлăччĕ. Объект проекчĕн пысăк пайне патшалăх пулăшакан программăна паян ял çынни хапăлласах йышăнни савăнтарать. Пирĕн республикăра яла хăтлăх кĕртессипе çыхăннă кирек мĕнле ыйтăва та çапла майпа татса пама пулни питĕ лайăх пулăм. Малашне çак программа тата анлăрах, тухăçлăрах та ĕçлесе кайĕ. Мĕншĕн тесен ял халăхĕ хăтлă пурнăçшăн тăрăшать, ăнтăлать.
Николай ЛАРИОНОВ, Общество палатин членĕ
Август 2026 |
