Вĕсем - çĕршыв хỹтĕлевçисем

Категория: Публикации Опубликовано: 23.05.2025, 21:48 Просмотров: 237

 Тĕнчере фашистсем пĕтмен-ха, çавна пулах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунă салтаксен ĕçне малалла паянхи çамрăксен тăсма тивет.

 Туçара 1924 çулта çуралнă Николай Мулюков вăрçă вучĕ витĕр Смоленскран пуçласа Берлина çитнĕ. Вăл 1942 çулхи августра салтак аттине тăхăннă. Ленинградри (халĕ Санкт-Петербург) С.М.Киров ячĕллĕ çар училищинчен командир пулма вĕренсе тухнă. Иккĕмĕш Белоруси фрончĕн стрелоксен 346-мĕш дивизийĕн 1166-мĕш полкĕнче пулеметчиксен взвочĕн командирĕ пулнă.

Çĕнтерỹ хыççăн çамрăк салтаксене çар ĕçне хăнăхтарнă. 1947 çулхи декабрьте çеç тăван тăрăха таврăннă. Ветеран тăшманпа кĕрешсе хастарлăх кăтартнăшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденне, "1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медале тивĕçнĕ.

Николай Романович мирлĕ пурнăçра нумай çул выльăх фельдшерĕ пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕпе, Ефимия Васильевнăпа, 8 ача çуратса ỹстернĕ.

Николай Мулюковăн кĕçĕн мăнукĕсем, аслă хĕрĕн, Кивĕ Ахпỹрте пурăнакан Зоя Федоровнан мăнукĕсем, хăйсен пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă.

 Анат Туçара пурăнакан Надеждăпа Сергей Осиповсем икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ. Дима Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухсан В.Ф. Маргелов ячĕллĕ Рязаньти сывлăшпа десант аслă училищине вĕренме кĕнĕ. Ятарлă пĕлỹ илнĕ хыççăн каччă службăна парашютпа десант полкĕнче малалла тăснă. Вăл çар тивĕçне парашютпа десант взвочĕн командирĕнчен пуçласа штаб начальникĕ - гвардин 98-мĕш сывлăшпа десант дивизийĕн командирĕн çумĕ пулса пурнăçланă. Сиринчи, Украинăри ятарлă çар операцийĕсене хутшăннă. Тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнĕ. Аманнă хыççăн Чăваш Республикин çар комиссариатĕнче ĕçлет. Сăмах май, Димитрий Сергеевич кăçал Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнине халалласа Мускавра иртнĕ парада та хутшăнма тивĕçнĕ. Чăваш Енрен Украинăри ятарлă çар операцинче пулнă 5 салтак унта кайнă, вĕсенчен пĕри шăпах Анат Туçа каччи.

Димăн шăллĕ Константин та контракт мелĕпе çар тивĕçне пурнăçланă. Сиринчи çар операцийĕн участникĕ.

Кивĕ Ахпỹртри Любовьпа Александр Титовсен Артем ывăлĕ çар çынни пулас ĕмĕтпе ачаранах сывлăхне тĕрлĕ спорт секцийĕнче çирĕплетнĕ, муниципалитетра иртекен "Зарница", "Орленок" çар вăййисене хутшăннă. Аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн 2018 çулта çар ретне контракт çырса тăнă. Малтанах Мурманск облаçĕнче пулнă. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан неонацистсемпе хирĕç паянхи кунчченех кĕрешет.

Наталия МЕДВЕДЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика