Сителсен старости те хастар, ял хавалĕ те иксĕлми

Категория: Публикации Опубликовано: 23.05.2025, 21:45 Просмотров: 299

Первомайски территори пайне кĕрекен Сител ялĕ халăх йышĕпе çав тери пысăках мар темелле. Паян кунта 400е яхăн çын пурăнать. Хăйсен хавалĕпе, пысăк пуçарулăхĕпе, тăван тăрăх малашлăхĕшĕн, унăн хăтлăхĕшĕн тăрăшас тĕллевпе вара вĕсем чылай пысăк ялтан та ирттереççĕ. Çакă чăн малтанах ял старости хăйĕн обществăлла ĕçне чăн-чăнах тỹрĕ чунпа пурнăçласа пынинчен, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнинчен килет. Кун валли Юрий Николаевич Степановăн опычĕ те, мехелĕ те, хастарлăхĕ те çителĕклĕ. Вăл ял тăрăхĕн, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ те пулнă. Ун чухне те влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва çывăх тытса тăнă. Старостăсен статусĕ çĕнĕрен вăй илнĕ хыççăн ăна ял-йыш пĕр иккĕленмесĕрех çак тивĕçе шаннă.

- Пирĕн ялта ăста скульпторпа пултаруллă купăсçă çеç çитмеççĕ. Вĕсене кирек мĕнле пулсан та тара тытма тивет. Ытти ĕçе вара эпир халăхпа, вăйсене пĕрлештерсе тăватпăр. Ку тĕлĕшпе пире хулара пурăнакан ентешĕмĕрсем те пулăшса пыраççĕ...- çапла шỹтлесе те хавхаланса пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Сител ял старости.

 Кăçалхи Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн çеç пуçару бюджечĕн программипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене хисеп туса тĕпрен юсанă палăк - Сител халăхĕ пĕр шухăшлăн кар тăрса ĕçленине кăтартакан юлашки ĕçĕ, хута янă çĕнĕ объект. 60 çул каяллах пайăн-пайăн вырнаçтарса çирĕплетнĕскер, çĕввисенчен те уйрăлнă, хăпăннă, тĕсне те çухатнă... Иртнĕ çул вара Сителсем чуна ыраттаракан çак ыйтăва пĕрлехи вăйпа татса пама, Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнă çĕре палăка тĕпрен юсама калаçса татăлнă.

Çирĕп сăмаха çилпе вĕçтермен. Ĕçе республикăри пуçару бюджечĕн программипе пикенме 310 пин тенкĕлĕх смета тунă. Халăхран 62 пин тенкĕ пуçтарнă. Çавăн чухлех палăка тума округ бюджетĕнчен укçа хывнă. Юрий Степанов хăй те предприниматель пулнă май пая кĕнĕ. Ĕç кал-кал та ăнăçлă пулса пынă. Программăна кĕмен ĕçсене те ял-йыш яланхиллех кар тăрса пурнăçланă. Ял варринче вырнаçнă паркри хăрнă йывăçсене тирпейлесе тасатнă, иртнĕ кĕркуннех хăйсен вăйĕпе палăкăн никĕсне çĕнетнĕ, площадкăна, унта пыракан утма çула брусчатка сарнă, çутă та илсе çитернĕ. Хулара пурăнакан Андрей Матюшкин, ялти Алексей Анисимов кашни канмалли кун палăк таврашĕнче вăй хунă. Брусчаткăсене сарнă çĕрте Алексейпе Петр Матюшкинсен тата ыттисен "ылтăн" аллине те палăртса хăвармалла.

Кăçал вара программăна пурнăçа кĕртсе тендр выляса илнĕ скульптор палăка тĕпрен юсанă. Çавăн пекех маларах кунта вăрçă хирĕнче пуç хунисен тата фронтран таврăннисен ячĕсемпе çырнă плиткăсене вырнаçтарнă. Унта мĕн пурĕ 232 ветеранăн ячĕ çырăннă. Майăн 8-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине ял халăхĕ çĕнĕ палăк умĕнче паллă тунă. Митинга ватти-вĕтти пурте кăмăлтан хутшăннă.

Сăмах май каласан, çак лапама тепĕр палăк та илем кỹрет. Иртнĕ çул ăна çĕршыв умĕнчи тивĕçне Афганистанра пурнăçланă салтак-ветерансем каллех хăйсен вăйĕпе лартнă.

- Тăван ял кашни çыншăн чуна чи çывăх вырăн тесе калас килет. Кунта эпир çуралнă, телейлĕ ачалăхпа çамрăклăха та çак тăрăхрах ирттернĕ. Халĕте атте-анне пил панă вырăнтах чун киленĕçне тупатпăр. Сителсен ырă йăла-йĕрки сахал мар. Вĕсенчен пĕри шăпах ялтан тухса кайса хулара тĕпленнĕ ентешĕмĕрсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем те тăван тăрăха манманни, ăна çĕнелме, хăтлăлатма, кирек хăçан та алă тăсса пулăшни. Çавăнпа та пирĕн ял пурнăçĕпе çыхăннă хăш-пĕр ыйтăва татса пама пухмачра укçа-тенкĕ пур. Акă, нумай пулмасть çеç аякри хулара тĕпленнĕ Александр Леонов тивĕçлĕ канăва кайни пирки шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Пĕрремĕш пенси укçин пĕр пайне Сител ялне капăрлатма куçарса пачĕ. Ыр кăмăллăх пулăшăвĕпе çывăх вăхăтрах 2018 çулта халăх вăйĕпе (районта пĕрремĕш) уçнă ял стеллине çĕнетесшĕн.

 Пĕлтĕр çурçĕрте пурăнакан Федор Мамуткин та çак ырă йăлапах ял счечĕ çине сахал мар укçа куçарчĕ. Унпа афганецсем палăк лартнă çĕрте усă курчĕç. Тепĕр ентешĕмĕр алă тăсса пулăшнипе вара масар çинчи часовньăра çурта çутнă чухне каламалли кĕлĕсене вырнаçтартăмăр тата ытти те. Пирĕн ялшăн çаксем тĕлĕнмелле пулăмсем мар, йăлана кĕнĕ пархатарлă та сăваплă ĕç,- староста хавхаланса та кăмăлтан калаçрĕ.

 Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă, теççĕ ваттисем. Староста ертсе пынипе Сителсем маларахри çулсенче масар территоринче ял-йыш хастарлăхĕпе пысăк хăтлăх тунă: картисене улăштарнă, кунтах масар çуртне лартнă, часовня çĕкленĕ, вилнĕ тăванăмăрсемпе сыв пуллашмалли вырăн та ăсталанă. Сăваплă вырăна яланах пĕрлехи вăйпа тасатса, тирпейлесе тăрасси те ырă йăлара.

- Хальхи вăхăтра хулара çеç мар, ялта та пурăнма начар мар. Çынсем май пур таран çурт-йĕрне те çĕнетеççĕ, хăтлăлатаççĕ... Ушкăн вăйĕпе ялта чи кирлĕ ĕçсене те тирпейлесе, йĕркелесе пыратпăр. Юлашки çулсенче Чăваш Республикинче пурнăçа кĕрсе пыракан пуçару бюджечĕн программи те ял малашлăхĕпех çыхăннă. Пирĕн тата та халăха пăшăрхантаракан ыйтусем пур-ха. Ялта клуба çĕнетмелле. Халăха пухăнса мероприяти ирттерме хăтлă вырăн çук. Урамри çулсене тирпейлемеллисем те пур. Çакнашкал пысăк ĕçсене, паллах, республика, округ пулăшăвĕсĕр пурнăçлама май çук. Шанас килет, çывăх вăхăтра пирĕн ĕмĕтсем те пурнăçа кĕрĕç,- терĕ хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетсе Сител ял старости Юрий Степанов.

Сăмах май каласан, майăн 8-мĕшĕнче, Çăл Атăкпа Анат Тăрмăш ялĕсенчи вăрçă паттăрĕсене асра тытса сумлă лару-тăрура халăх хастарлăхĕпе тунă палăка уçрĕç. Юлашки пилĕк çулта пуçарулăхпа Первомайскинче, Алманчăра, Патăрьелĕнче, Нăрваш Шăхалĕнче, Пăлапуç Пашьелĕче, Упамсара палăксене юсанă тата çĕнетнĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика