Пуçарулăх бюджечĕн программин усси пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 23.05.2025, 21:41 Просмотров: 258

Хальхи вăхăтра ял территорийĕсене аталантарасси, çĕнетесси, çак тĕллевпе тĕрлĕрен программăна, проекта хутшăнса халăх пурнăçне хăтлăлатасси тĕрлĕ шайри влаç тытăмĕнче тăрăшакан ертỹçĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Юлашки çулсенче вăй илсе пыракан пуçарулăх бюджечĕн программи пĕрлехи вăйпа ялсенче ырă та пархатарлă ĕç тума пулăшакан тĕп мел пулса тăрать.

Чăваш Енре 1555 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă. Пĕтĕмпе 3,3 миллиард тенкĕлĕх. 2,2 миллиардне - республика, 1,2 миллиардне муниципалитетсен бюджетĕнчен уйăраççĕ. 300 миллион тенкине граждансем, предпринимательсем хăйсем çине илеççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, кăçал çак ĕçе пĕлтĕрхинчен лайăхрах йĕркеленĕ, укçи-тенкине те вăхăтра çитернĕ. Вырăнсенче халăх хастарлăхĕпе тума палăртнă объектсене çирĕплетнĕ графикпа тата пахалăхлă пурнăçласси, ĕçе пысăк яваплăхпа, кирлĕ пек йĕркелесси çеç юлать.

 Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕ те кăçал хăй умне пĕлтĕрхинчен ытларах проекта пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă. 2025 çулта мĕн пурĕ 44 проектпа (110 миллион тенкĕлĕх) тĕрлĕрен объект хута ямалла. Проектсен пысăк пайĕ пĕлтĕрхи пекех автомобиль çулĕсене юсассипе çыхăннă. Мĕн пурĕ территори пайĕсенчи ялсенче 25 çула тирпейлесе йĕркене кĕртмелле. Çавăн пекех çак программăпах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксене, кану вырăнĕсене çĕнетме те палăртнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăçал пуçару бюджечĕн программипе пилĕк енĕпе проектсене пурнăçлаççĕ: "Ача-пăча тĕнчи" ("Детский мир"), "Яла хăтлăлатасси" ("Благоустройство села"), "Ял инфратытăмне аталантарасси" ("Развитие сельской инфраструктуры", "Тĕлĕнмелле шыв" ("Удивительная вода"), "Пирĕн çулсем" ("Наши дороги").

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика