Вĕрентĕве те, çемьесене те - патшалăх тĕлĕшĕнчен пысăк тимлĕх

Категория: Публикации Опубликовано: 23.05.2025, 21:41 Просмотров: 238

Майăн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, вăл шутра Патăрьел муниципалитет округĕнче те йăлана кĕнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Черетлĕ вĕренỹ çулталăкĕ вĕçленсе пынă май, кун йĕркинчи ыйтусенчен пĕри унпах çыхăнчĕ: вĕрентỹ тытăмĕн 2024-2025 çулхи аталанăвĕ. Çавăн пекех çемьесене, ача амăшĕсене патшалăх паракан çăмăллăхсене, "Пушкин картти" федераци проекчĕ мĕнлерех пурнăçа кĕнине тата ытти ыйтăва та сỹтсе яврĕç.

Информаци кунне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Степанов, территори пайĕсен начальникĕсем, мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учрежденисен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова 2024-2025 вĕренỹ çулĕнче коллективсенче тунă уйрăм çитĕнỹсемпе, вĕренекенсем, учительсем тĕрлĕрен конкурссемпе ăмăртусене хутшăнса округ чысне тивĕçлипе хỹтĕленисемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тăрăшнипе тата пулăшса пынипе, вырăнти администраци çивĕч ыйтусене вăхăтра татнипе Патăрьел муниципалитет округĕнчи шкулсенче вĕренекенсене пĕлỹ илме, тавра курăмне аталантарма, сывлăхне çирĕплетме условисем çителĕклĕ,- çапла пĕтĕмлетрĕ Ирина Петровна хăйĕн сăмахне.

Чăваш Енре вĕрентỹ отрасльне кирлĕ пек аталантарас, ачасене ку чухнехи условипе тарăн пĕлỹ парас тĕллевпе çулсеренех нумай ĕç пурнăçланать. ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов Республика Пуçлăхĕпе Правительство çак ыйтупа мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ.

 Инфомаци кунĕнче çавăн пекех ача амăшĕсене, нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесене регион шайĕнче паракан социаллă çăмăллăхсемпе тата "Пушкин картти" федераци проектне муниципалитет округĕнче мĕнле пурнăçласа пынипе округри халăха социаллă пулăшу кỹрекен центр начальникĕ Наталия Петровна Никитина тата округ администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пай начальникĕ Наталия Олеговна Никитина паллаштарчĕç.

Мероприяти вĕçĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине тивĕçлĕ кĕтсе илме тата ирттерсе яма пулăшнă организаци-предприятисене Тав хучĕпе чысларĕç.

Çавăн пекех информушкăн йăлари хытă каяшсене тирпейлекен полигон ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнă.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика