"Асрах комплекс, ỹсĕмсем, çыннисем..."

Категория: Публикации Опубликовано: 23.05.2025, 21:39 Просмотров: 331

ШУПАШКАРТИ "Çĕнĕ вăхăт" типографинчен нумай пулмасть çеç çакăн пек ятлă кĕнеке пичетленсе тухнă. Унăн авторĕ - Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Анатолий Скворцов.

Вăл кунта Пăлакассипе Козловка ялĕсен кăнтăр пайĕнче çур ĕмĕр каялла, тĕрĕсрех каласан 1978 çулта ĕçлесе кайнă хуçалăхсем хушшинчи "Южное" предприяти кун-çулĕ çинчен çырса кăтартнă. Сысна ĕрчетекен комплексшăн Анатолий Александрович пĕрре те ют мар. Ветеринарĕ фельдшерĕ пулса ĕçе вырнаçнă çын кунта пĕрремĕш партипе сысна çурисене илсе килсе вырнаçтарнă, унтан çурасем туса илекен цех начальникĕ пулса чылай çул вăй хунă. Çак тапхăрта предприяти, асăннă цех тата кунта тăрăшакан операторсем çĕршывăн апат-çимĕç программине пурнăçлас ĕçе пысăк тỹпе хывнă, курăмлă çитĕнỹсем тунă, патшалăхăн сумлă наградисене тивĕçнĕ. Çакăн çинчен çырса кăтартма тăрăшнă та комплекс ветеранĕ хăйĕн кĕнекинче.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика