РЕСПУБЛИКĂН тĕп хулинче професси ăсталăхĕпе республикăра палăрнă çĕнтерỹçĕ-педагогсене чысланă. Професси ăсталăхĕпе тупăшăва хутшăннă учительсемпе наставниксене, методистсене 11 номинаципе пахаланă.
Çивĕч тупăшура Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи виçĕ педагог тĕрлĕ номинаципе Чăваш Республикинчи чи лайăх пилĕк вĕрентекен йышне кĕрсе лауреат ята çĕнсе илнĕ: Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Наталия Путякова - "Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх учителĕ", Первомайскинчи вăтам шкулти Надежда Сорокина - "Чи лайăх педагог-психолог", Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Энже Камалетдинова - "Чи лайăх класснăй".
Август 2026 |
