"Батыр Карп" команда çĕнĕ рекорд тунă!

Категория: Публикации Опубликовано: 23.05.2025, 21:37 Просмотров: 290

 МАЙĂН 15-18-мĕшĕсенче карп тытас тĕлĕшпе Чăваш Республикин Кубокне çĕнсе илессишĕн Пенза облаçĕнчи кỹлĕре турнир иртнĕ. Унта яланхи пекех чи ăста та опытлă пулăçсем хутшăннă. Пирĕн округри "Батыр Карп" команда чысне хỹтĕленĕ Петрпа Геннадий Ялуковсем турнир чемпионĕпулса таврăннă. Вĕсем çĕнĕ рекорд тунă, пĕтĕмĕшле тытнă пулăсен виçи 387 килограмм та 510 грамм тайнă! Чи-чи пысăк пулла çаклатассипе те пирĕн Патăрьелсен командин чысне хỹтĕлекен команда палăрнă. Вăл 14 килограмм та 220 грамм тайнă.

Çак турниртах "Паравоз" команда чысне хỹтĕленĕ Вадим Красновпа Александр Пыркин ентешсем вара пăхăр медале тивĕçнĕ. Спортсменсене малашне те çитĕнỹ тума пысăк ăнăçу сунатпăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика