Шкулпа çемье - пĕрлĕхре

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2025, 21:33 Просмотров: 264

Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта методика семинарĕ иртрĕ. Мероприяти вăхăтĕнче педагогика коллективĕ патшалăх вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре вĕсен ашшĕ-амăшĕпе мĕнле çыхăнура ĕçленипе паллаштарчĕ, пĕрле йĕркелекен уявсене кăтартрĕ.

 "Пуринчен лайăххи" шоу-фестиваль кăмăла кайрĕ. Кунта ачасемпе ашшĕ-амăшĕн пултарулăхĕ аван палăрчĕ. Пĕрисем хăйсен ăсталăхне сцена çинче юрă-ташăра, теприсем вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе, виççĕмĕшĕсем спортра кăтартрĕç. Крючокпа çыхма та пултараççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ май кăкăр çине çакмалли брошкăсем те ăсталаççĕ.

Шкул директорĕ Лариса Хадарова ачана воспитани парса ỹстерессинче ашшĕ-амăшĕ шăпах тĕп шăнăр пулнине палăртрĕ. Малалла çак тивĕçе вĕсем вĕрентекенсемпе пĕрле туса пыма тăрăшаççĕ.

Муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Юлия Миронова ашшĕ-амăшĕпе ачасен пултарулăхне тивĕçлипе хаклама май пулнине палăртрĕ. Шкулпа çемье хушшинчи çыхăну çирĕп. Çакă кирек хăш ыйтăва та тивĕçлипе татса пама май паратех.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика