Пăлаçи Атăк ялĕнчи Олег Ильметов пурăннă çурт çине ăна асра тытса Асăну хăми çирĕплетрĕç.
Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан каччă Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агрономи факультетĕнче пĕлỹ пухнă. Çар ретĕнче тăнă. Тăван ене таврăнса ял хуçалăхĕнче вăй хума ĕмĕтленнĕ. Анчах малашлăхне Украинăри ятарлă çар операцийĕ татнă. Ăна вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.
Ас тăвăм мероприятине муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăнчĕ. Вăл Олег ашшĕпе амăшне çĕршывăн чăн-чăн патриотне пăхса çитĕнтернĕшĕн тав турĕ.
"Олег Владимирович сăнарĕ тăванĕсен, юлташĕсен, çывăх çыннисен, ял-йыш, вĕрентекенсен асĕнче яланлăхах упранĕ. Вăл муниципалитет округĕн историне кĕрсе юлчĕ. Унăн ячĕ паттăрлăх символĕ, Тăван çĕршыва чунтан парăннă патриот. Асăну хăми çитĕнекен ăрăва каччă паттăрлăхне аса илтерсе тăрĕ",- терĕ Рудольф Селиванов.
Мероприяти малалла Каншел стадионĕнче иртрĕ. Унта Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса кун-çулне татнă Олег Ильметова, Александр Мылова, Анатолий Федорова тата Алексей Ананьева асра тытса мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Çавна май Рудольф Селиванов СВОна хутшăннисен ячĕсем яланах асра пулнине, вĕсен ячĕпе турнирсем ирттересси йăлана кĕрсе пырассине палăртрĕ.
Ăмăртăва 4 команда хутшăнчĕ. Малтанах футбол уйне чи кĕçĕннисем тухрĕç. Вĕсем вăййа тăрăшса хатĕрленни палăрчĕ.
Альбина ИВАНОВА
Июнь 2025 |