Çĕршыв йывăрлăхра чух айккинче юлман

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2025, 21:31 Просмотров: 252

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Кирилл Куделинпа калаçнă май пуçра пĕр вĕçĕм пĕр шухăш тăчĕ: "Çакăн пек каччăсем пуртан Раççей мăнаçлă!". Виçĕ çул ытла неонацистсемпе хирĕç кĕрешекенскер ывăнни, йывăрлăхсенчен йăлăхса çитни пирки пĕр сăмах та каламасть. Унти лару-тăру пирки ыйтсан та куларах çеç пăхса пурте йĕркеллĕ пулнине пĕлтерет.

Кирилл Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 9 çул вĕреннĕ. Пĕчĕклех спортпа туслăччĕ. Округра иртекен "Зарница", "Орленок" вăйăсем унсăрăн иртмен. Йывăр атлетикăна яланах кăмăлланă, кире пуканĕ йăтнă. Пĕлỹ çурчĕн, муниципалитетăн чысне те республикăра пĕрре мар хỹтĕленĕ. Аттестат илнĕ хыççăн Николай Никольский ячĕллĕ Шупашкарти механикăпа технологи колледжĕнче ăс пухнă. 2017 çулта вĕренсе тухнă. Çак çулах ăна çара кайма ят тухнă. Челябинск облаçĕнче Конституци умĕнчи тивĕçне пурнăçланă.

 - Çарти йĕрке ман кăмăла кайрĕ, çавăнпа 11 уйăх службăра тăнă хыççăн контракт çыртăм. Ун хыççăн радиостанци начальникĕпулма шанчĕç, сержант званине пачĕç, - терĕ Кирилл хăйĕн пирки каласа панă май. Çỹллĕ те тĕреклĕ, ỹт-пĕвне спортра пиçĕхтернĕ каччăна салтак пурнăçĕ килĕшнинчен тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ.

Контракт вĕçленнĕ хыççăн 2021 çулхи декабрьте Челябинск облаçĕнчен каять, анчах хăйĕн пурнăçне малалла та çарпах çыхăнтарма шухăшлать. Çĕршывăн кăнтăр енчи пĕр çар чаçне куçма шут тытнăран докуменчĕсене унта ярса парать. Пĕр çĕртен теприне куçнă вăхăтра, 2022 çулхи февральте, Украинăри ятарлă çар операцийĕпуçланать. Кирлĕ хутсем çине алă пусманнине, алли пĕлмен ĕç çуккине шута илсе ялта та, хулара та тăрса юлма пултарнă, анчах вăл айккинче тарса çỹрекенни, йывăрлăхран хăраканни мар. Чунĕпе те, юнĕпе те патриот теççĕ ун пек çынсем пирки.

 - Март уйăхĕнче документсене хатĕрлесе çитерчĕç, эпĕ хам куçма палăртнă чаçе тухса кайрăм. Апрельтенпе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнатăп, - терĕяш калаçăва тăснă май.

Техникăпа çỹреме пĕлнĕрен Кирилл Куделина "Тигр" шанса параççĕ. Паян та вăл унпах çỹрет, заданисем пурнăçлать.

- Эпĕ тăракан чаçре чăвашсем çук, пĕчченех. Çĕршывăн кăнтăр енче пурăнакансем, Дагестанран, Карачаево Черкессинчен килнисем нумайăн. Пуринпе те тачă çыхăну тытатăп. Унта наци çине пайласси çук. Тумпа, апат-çимĕçпе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Гуманитари пулăшăвĕ те килсех тăрать. Тыл пире пăрахманни питĕхавхалантарать.

Эпир юлташсемпе, вырăнти администраципе калаçса татăлнă хыççăн, пушă çуртра пурăнатпăр. Унти халăх пире ăшă кăмăлпа йышăнчĕ. Апат пĕçерме çĕр улми, пахча çимĕç килсе параççĕ. Пĕринче лавккана сухан илме кайрăмăр, хуçи пире ăна тỹлевсĕрех парса ярасшăн пулчĕ. Эпир ун пек аван мар тесе укçа парса хăвартăмăр, хамăр питĕ хистенипе çеç кăштах илчĕ. Ырă кăмăллă çынсем çĕр çинче питĕ нумай, - терĕ Георгий Жуков, "За ратную доблесть" медальсене тивĕçнĕ салтак.

 Отпускри каччă Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулма та, трактор рулĕ умне ларса ака тума та ĕлкĕрчĕ. Шутлă кунсем хăвăрт иртеççĕ, хальхи вăхăтра Кирилл Куделин неонацистсене хирĕç кĕрешет.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика