Шупашкарти "Атăл" стадионта чăваш наци кĕрешĕвĕпе чемпионат тата республикăра мала тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ.
- Паянхи ăмăртусем пирĕн спорт культурин хăйне евĕрлĕхне тата республикăра килĕшỹре тата тăнăçлăхра пурăнакан 120 ытла наци çыннисен йăли-йĕркине упраса хăварассин кирлĕлĕхне кăтартса параççĕ. Чĕлхепе тата культурăпа пĕрлех кĕрешỹ те чăваш нацин пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин кĕрешỹ характера çирĕплетнине палăртать, пирĕн чăваш спортне пулас ăру валли упраса хăвармаллах. Ку вăл пирĕн сум, истори тата наци пуянлăхĕ! - тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Ăмăртăва республикăри 250 ытла чи вăйлă спортсмен хутшăннă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене 27 виçе категорипе палăртнă.
Чи ăста спортсменсенчен республикăн пĕрлештернĕ командине йĕркелеççĕ. Вĕсем Чăваш Республикин тата Раççей чысне наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери иккĕмĕш вăййисенче хỹтĕлеççĕ. Вăл Чăваш Енре октябрĕн 5-12-мĕшĕсенче иртет. Малтанхи кăтартусемпе 6 пин ытла спортсменпа хăнасем пулмалла, вăл шутра ют çĕршывсенчен килнисем те.
Чăваш Енре кĕрешỹ секцийĕсемпе уйрăмĕсем 22 муниципалитетăн тата виçĕ спорт шкулĕн базинче ĕçлеççĕ. Спортăн çак тĕсĕпе 718 спортсмен хăйсен пурнăçне çыхăнтарнă, вĕсене 32 тренер-преподаватель вĕрентет.
Республикăри ăмăртура Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи спортсменсем начар мар кĕрешнĕ. Çамрăк каччăсенчен Илнур Яфизов (50 килограмм) Шăнкăртам) Марсель Куликов (55кг) Тутар Сăкăт) Рамазан Тазетдинов (60кг), Дмитрий Власов ((73 кг ытла (Патăрьел)) - пĕрремĕш, Альберт Айзатуллов ((50 кг (Тутар Сăкăт)), Марат Юнусов ((66 кг (Шăнкăртам)) - иккĕмĕш, Марс Яббаров ((60 кг (Ыхра Çырми)) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Аслисенчен Илнар Карама (73 килограмм), Булат Тумаков (81 кг), Илназ Кеметов (90кг (Шăнкăртам)) пьедесталăн чи çỹллĕ, Руслан Тазетдинов ((100 кг ытла (Ыхра Çырми)) - иккĕмĕш, Владимир Козлов ((100 кг (Сител)), Иван Кутузов (100 кг ытла (Ишлĕ)) виççĕмĕш картлаçĕ çине тăма тивĕçнĕ. Вĕсене кĕрешỹ мелĕсене Э.Мтиев, В.Спиридонов, Ф.Ахметов, И.Вахитов тренерсем хăнăхтараççĕ.
Командăсем хушшинче те Патăрьелсене çитекенни пулман: çамрăксем те, аслисем те пĕрремĕш вырăна тухнă.
(Хамăр корр.)
Июнь 2025 |