ХАЛЬХИ вăхăтра территори пайĕсенче урамсене, тăкăрлăксене, ытти обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе субботниксем йĕркелеççĕ. Уйрăм ялсенче масар территорине тасатассипе, курăксене, хыт-хурана çулассипе те ĕçлеççĕ. Хăшĕ-пĕринче вара çак ĕçе пикенмен-ха. Июнĕн 7-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем вилнĕ тăванăмăрсене асăнма масар çине каяççĕ. Çветуй Троица умĕнхи пысăк праçникчен шутлă кунсем çеç. Çавăнпа та сăваплă вырăна халăхпа кар тăрса пикенсех тирпейлемелле.
Июнь 2025 |