ХАЛЬХИ вăхăтра Патăрьелĕнче çеç мар, ытти ялта та çул çитмен ачасем питбайкпа транспорт е çынсем утакан çулпа вĕçтерсе çỹренине час-часах куратăн. Хăшĕсем хỹтĕлев шлемĕсĕрех руль умне теветкеленсе лараççĕ.
Аса илтеретпĕр: кросс мотоциклĕсем, питбайксем спорт инвентарĕ шутланаççĕ. Çавăнпа та вĕсемпе обществăлла çул-йĕр çинче ярăнма юраманнине пурин те асрах тытмалла. Унпа спорт трассисенче, хупă площадкăсенче, хирте е тренировка ирттермелли вырăнсенче çеç çỹремелле. Çăмăл техника хатĕрне регистрацилемеççĕ те. Çакă ачасемшĕн çул çинчи йĕркене пăсмалли сăлтав пулмалла мар. Питбайк инкек-синкек ан кăтарттăр тесен чăн малтанах ашшĕ-амăшĕн ăна çул çитмен ачана туянса памалла мар. Енчен вăл пур пулсан вара мĕнпур хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
