Раççей шайĕнче мала тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 20:27 Просмотров: 631

Владимир облаçĕнче çăмăл атлетикăпа кросс дисциплининче Раççейре мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕн воспитанникĕсем Михаил Киргизов тата Кристина Иванова та ăмăртнă. Михаил 8 километра чупса пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. Кристина 18 çул тултаричченхи хĕрсемпе старта тăнă. Унăн кăтартăвĕ те начар мар.

Лев Никитин тренер-преподаватель спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă.

Яндекс.Метрика