Тĕл пулу асра юлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 20:21 Просмотров: 436

Çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентессипе, чунĕнче патриотлăх туйăмне çуратассипе ача сачĕсенче те, пĕлỹ çурчĕсенче те тимлĕх çителĕклĕ уйăрассишĕн тимлеççĕ. Туçари вăтам шкулта та вĕренекенсем çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Çак кунсенче кунта Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Сергей Щербаковпа тĕл пулчĕç.

 Выпускник хăйĕн пирки кĕскен каласа пачĕ, неонацистсене хирĕç кĕрешекенсен çарти пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Çул çитнĕ, сывлăх енчен тĕреклĕ кашни каччăн çар тивĕçне пурнăçламаллине, çĕршыва тăшмансенчен хỹтĕлемеллине палăртрĕ. Çавăн пекех паянхи салтакăн анлă тавракурăмлă пулмаллине, çăмăл мар лару-тăрура тĕрĕс йышăну хăвăрт тума пĕлмеллине каларĕ.

Пĕлỹ çуртĕнче ăс пухакансем паттăрсем хамăр хушăмăртах пурăннине, вĕсем чăннипех те мирлĕ тỹпешĕн кĕрешекенсем пулнине курса ĕненчĕç.

Надежда ОСИПОВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика