Сителте пурăнакан Степановсем патне çак кунсенче ывăлĕ тăракан çар чаçĕнчен ырă хыпар çитнĕ. Çар чаçĕн командирĕ В. Зверев подполковник Тав çырăвĕ ярса панă.
"Хисеплĕ Юрий Николаевич тата Татьяна Владимировна! Сире çар чаçĕн командованийĕн тата хам ятран ывăлăра - Степан Юрьевич Степанова - тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Вăл дисциплинăллă, яваплă тата шанчăклă çар çынни пулнипе, çар тивĕçне тата присягăна тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе, çар хатĕрленĕвĕ çỹллĕ шайра пулнипе, ĕçлĕхлĕхпе тата юлташĕсене яланах пулăшма хатĕррипе палăрчĕ. Çак енсем унăн, паллах, эсир тăрăшнипе, пулăшнипе тата çемьери йăла-йĕркене тытса пынипе никĕсе хывăннă.
Степан малашне те илнĕ опычĕпе тивĕçлĕ шайра усă курасса, палăртнине пурнăçласси тата яваплăхĕ пурнăçра çитĕнỹсем тума пулăшасса шансах тăратпăр.
Эпир сире çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр, ывăлăрпа мăнаçланма пултаратăр. Сирĕн çуртра яланах тăнăçлăх, савăнăç тата килĕшỹ хуçалантăр".
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Июнь 2025 |