Майăн 9-мĕшĕпе çыхăннă аса илỹсем кашни çыннăнах пур. Вĕсем чĕрен пĕр кĕтессине кĕрсе вырнаçнă, хушăран-хушă çеç хăйсем пирки пĕлтереççĕ. Аслăланса пынă май тата хаклăхне те ỹстереççĕ.
Темшĕн çак хисеплĕ уяв умĕн эпĕ ялан кукамая, Пăлакассинче пурăннă Анна Сурковăна аса илетĕп. Ун чухне Çĕнтерỹ уявĕ умĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мăшăрĕсем пуçне хунă тăлăх арăмсене территори пайĕнчен пысăк алшăллисем пачĕç. Çак парнене илсен 90-ран иртнĕ хĕрарăм куççульпех чылай вăхăт йĕчĕ. Хăй пĕр вĕçĕм: "Ванюк парни вĕт ку, Ванюк парни", - терĕ. Фашистсемпе çапăçса куçне ĕмĕрлĕхех хупнă упăшки унăн чĕринчен нихăçан та тухман...
Иван Сурков (ỹкерчĕкре) 1905 çулхине Пăлакассинче çуралнă. Çỹллĕ те тĕреклĕ арçынна ялта Таса Иван тесе чĕннĕ. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайнă чухне унăн икĕ хĕр пулнă - Мария тата Валентина.
- Ванюк войнана (кукамай темшĕн вăрçа вырăсла калатчĕ, - Авт.) тухса кайнă чух Марчепе Валяна йăтса илсе хытă çупăрларĕ, хăйĕн куçĕ шывланчĕ, - тесе каласа паратчĕ тыл ветеранĕ.
Иван Николаевич Саратов облаçĕнчи Калинино хулинче 1941 çулхи сентябрьте йĕркеленнĕ стрелоксен 1148-мĕш полкĕн йышĕпе тăшманпа çапăçнă. Пĕрремĕш хут çапăçăва декабрьте кĕнĕ. 1942 çулта мăшăрĕпе хĕрĕсем Орлов облаçĕнчи Шестерка ял çывăхĕнче вăл хыпарсăр çухални пирки çыру илнĕ.
Кукашшĕн шăпи мăнукĕсене питĕ кăсăклантарнă, вĕсем ăна шырама пуçланă. Орлов облаçне те çитнĕ, анчах унта Шестерка ятлă яла тупайман. Вăрçă ăна тĕпĕ-йĕрĕпех тĕп тунă иккен. Шыравçăсен ушкăнĕнчен те пулăшу ыйтма тивнĕ. Шăпах вĕсем салтаксене тупса тăванлăх масарне пытарнă. Çĕр çинчен çухалнă ялпа юнашар вырнаçнă Зайцевăра пурăнакансем кунта питĕ хĕрỹ çапăçусем пынине, 1500 яхăн салтак пуçне хунине каланă.
Иван Сурков 1942 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче паттăрла вилнĕ. 2016 çулта мăнукĕсем ăна асăнса палăк лартнă.
Шел пулин те, фашист юлашкисем халĕ те лăпланаймаççĕ. Мăн кукашшĕн ĕçне маллла кĕçĕн икĕ мăнукĕ тăсать. Кирилпа Георгий Куделинсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса неонацистсемпе кĕрешеççĕ. Вĕсемпе пĕр тăван Серафим та унтахчĕ. Шел пулин те, ăна тăшмансем вилмеллех амантнă. "Паттăрлăхшăн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Çарти туслăха çирĕплетессишĕн" ("За укрепление боевого соодружества"), "Харсăрлăхшăн" медальсене, Çветтуй Георгин тăваттăмĕш степеньлĕ орденне тивĕçнĕ каччăн амăшне çак кунсенче ывăлĕн тепĕр наградине - Суворов медальне - панă.
Ольга ПАВЛОВА
Июнь 2025 |