Ĕмĕрсем хыçа юлсан та...

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 20:12 Просмотров: 429

Çапла, малашне ентешсен паттăрлăхне вăхăт хуплаймĕ. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа электронлă Астăвăм кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Сумлă мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн - Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн территорисене аталантарас тата хăтлăх кĕртес управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Фениль Алиуллов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн начальникĕ Наталия Никитина, территори пайĕн пуçлăхĕсем, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕн çумĕ Илдус Зейнетдинов, округри Общество палатин председателĕ Людмила Софронова, библиотекарьсем, кĕнекене хатĕрлеме пулăшакансем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Фашистсемпе çапăçса пуçне хунă, Çĕнтерỹпе таврăннă ентешсен паттăрлăхне асра тытас, аса илỹсене упраса хăварас тĕллевпе Патăрьелĕнчи тĕп библиотека 2024 çулхи июльте "Астăватпăр! Мухтанатпăр!" проект йĕркеленĕ. Библиотекарьсем тата хăйсем çине электронлă кĕнекене кăларма пулăшма явап илнисем çанă тавăрсах шырав ĕçне пикеннĕ. Фронтовиксем пирки тĕплĕнрех пĕлме вĕсен килрен киле тухса документсем, сăн ỹкерчĕксем пухма тивнĕ, патшалăх архивĕсенчи, вăрçă темипе çыхăннă сайтсенчи информацисемпе усă курнă. Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăн информаци центрĕн заведующийĕ Ольга Лаврентьева, Кĕçĕн Арапуçĕнчи, Вăтаелĕнчи библиотекăра вăй хуракансем Ираида Красновăпа Надежда Яковлева, Красномайскинче пурăнакан Петр Семенов хăйсем туса ирттернĕ тĕпчевсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем каласа панине итлесе ларма питĕ кăсăклă пулчĕ.

Электронлă базăпа ĕçлеме те çăмăл. Кирлĕ информацие хушаматпа, ятпа, ашшĕ ячĕпе е ял ячĕпе тупма пулать. Çитменнине базăна çĕнĕ информацисемпе те пуянлатса пыма май пур, çакă ăна тата пуянрах тума пулăшать.

Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕн çумĕ Илдус Зейнетдинов, округри Общество палатин председателĕ Людмила Софронова кĕнекене хатĕрлекенсем пысăк ĕç тунине, малашлăхшăн, çуралакан ăрушăн питĕ кирлине палăртрĕç.

Мероприяти вăхăтĕнче "Вăрçă тапхăрĕ кĕнекери астăвăмра", 56 ялпа хатĕрленĕ "Астăвăм кĕнеки", "Çĕнтерỹ пирки асра тытатпăр" куравсемпе, вăрçă вăхăтĕнче тухнă "Коммунар" (халĕ "Авангард") хаçатăн пуххисемпе паллашма май пулчĕ, "Çĕнтерỹ çăлтăрĕ", "Çĕнтерĕве ỹкеретпĕр" лапамсем, мастер-классем ĕçлерĕç.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче тăрăшакансемпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 3 Б класра вĕренекенсем презентацие юрă-ташăпа илем кỹчĕç. Волонтерсем Георги хăйăвне валеçрĕç.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика