Ĕç çыннисемпе пĕрлех вăрçă ачисене те чысларĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 20:02 Просмотров: 424

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Çуркуннепе Ĕç уявне анлăн паллă турĕç. Çав ятпа пухăннисене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов саламларĕç.

"Патăрьелсем чăннипех те ĕçлеме те юратаççĕ тата пĕлеççĕ. Вăл пирĕн характера авалтанпах хурăннă, аслă ăрурисен воспи- танийĕпе те çыхăннă. Хамăр ĕç патне тирпейлĕн пыратпăр эпир, унпа савăнатпăр. Сирĕн тăрăшулăхăра, чăтăмлăхăра, ĕçе чунтан парăннине пула пирĕн округ куллен-кун аталанать",- терĕ Рудольф Васильевич.

Çакăнтах 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи" ята тивĕçнисене те чысларĕç.

Çуркуннепе Ĕç уявĕ малалла "Юбилей" скверĕнче тăсăлчĕ. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ май вăрçă ачисене халалланă палăк уçрĕç.

"Паян муниципалитет округĕнче çак категорине кĕрекен 1545 çын пурăнать. Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа тỹснĕскерсем ир пуçласа каçчен ĕçленĕ, уявпа кану мĕнне пĕлмен, икшер норма - хăйшĕн тата фронта кайнă ашшĕсемпе пиччĕшĕсемшĕн - вăй хунă. Муниципалитет округĕнче пурăнакансен ячĕпе вĕсене Çĕнтерĕве çывхартас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн тав тăватăп",- палăртрĕ Рудольф Васильевич.

Монумента çулталăк ытла тунă. Проект авторĕ - вырăнти художник, Раççей тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мидхать Шакиров.

Паян пурăнакансемшĕн палăк чăнах та çав çулхи ачасен ĕçри паттăрлăхне, вăрçă вăхăтĕнчи чăтăмлăхне, хальхи пурнăçшăн вĕсене виçесĕр тав тумаллине кăтартать.

Пĕр самант шăп тăнă хыççăн палăк умне чечексем хучĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика