Йывăç лартнă чухне шăтăка малтан тислĕк, унтан тăпра сапма сĕнеççĕ, анчах та пур чухне те çак меслет усăллă мар. Йывăç-тĕме лартнă чухне çак вырăн ăçтарах вырнаçнине (сăмахран, çĕр айĕнчи шывсем çиелте мар-и), ытти уйрăмлăха шута илмелле.Тарăн шăтăк тĕпне хурса хăварнă тислĕк сывлăш лекменнипе чылай çул çĕрмесĕр выртать. Çакă вара йывăçа усă кỹрес вырăнне сиенлет кăна. Сывлăшсăр çĕрекен тислĕкрен тымара сиенлекен япаласем тухаççĕ. Çак сăлтавпа йывăç ỹсеймест, чирлет, тепĕр чухне хăрса та ларать.
Тислĕке тăпран çиелти сийне, анчах йывăç тунинчен айккинерех хывни чылай усăллăрах. Йывăç-тĕм хăвăрт ỹсет, чирлемест, çимĕç те тулăх пулать.
Кĕркунне йывăçсене тислĕкпе апатлантармасан аванрах. Мĕншĕн тесен азот хĕл каçипе сĕвĕрĕлсе пĕтет. Кĕр вăрăм, ăшă пулнă çулсенче вара тислĕк хывни йывăç-тĕме çĕнĕрен чĕрĕлсе ỹсме хистет. Çавна май вăл хĕллехи сивĕсене тỹсеймесĕр пĕтме пултарать. Йывăçсене апатлантармалли чи лайăх вăхăт - апрель-июнь уйăхĕсем.
Май 2025 |