Зооинженер, ял хуçалăх наукисен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ Александр Васильевич Шилов (26.04.1960 - 28.03.2014) 65 çул каялла Çĕнĕ Ахпỹртре çуралнă пулнă.
А. Шилов ĕçлĕ кун-çулне "Родина" колхозра водительтен пуçланă. 1986 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 2014 çулччен çакăнта ассистент, аслă преподаватель, доцент, профессор, кафедра заведующийĕ, зооинженери факультечĕн деканĕн çумĕ, куçăмсăр майпа пĕлỹ илекенсен зооинженери факультечĕн деканĕн çумĕ, воспитани енĕпе ĕçлекен проректор, пĕтĕмĕшле тата уйрăм зоотехни кафедрин профессорĕ пулса ĕçленĕ.
Ытларах вăл сысна самăртас тата çитĕнтерес технологири çĕнĕлĕхĕсене тĕпчессипе тимленĕ.
Александр Васильевич 110 ытла наука ĕçĕн, 10 вĕрентỹ тата вĕрентỹпе методика пособийĕн, монографисен авторĕ.
Производство организаторĕ, вăрманçă, патшалăх деятелĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, Чăваш АССРĕн промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Николаевич Урмаков (01.05.1955) 70 çул каялла Пăлапуç Нурăс ялĕнче çуралнă.
Г. Урмаков Мари патшалăх политехника институтĕнчен (халĕ Атăлçи патшалăх технологи институчĕ) вĕренсе тухнă хыççăн тỹрех лесничи пулса ĕçлеме тытăннă. Каярахпа вăрман ĕрчетекен инженер, тĕп лесничи, Йĕпреç вăрман комбиначĕн директорĕ, вăрман хуçалăхĕн директорĕ пулса тăрăшнă. 1996 çултан - Чăваш вăрман комитечĕн председателĕ, 1998 çултан - Чăваш Республикин патшалăх вăрман комитечĕн председателĕ, 2000-2004 çулсенче - Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен комитечĕн председателĕн çумĕ, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата тавралăха сыхлакан тĕп управлени начальникĕн çумĕ, 2004-2006 çулсенче - Чăваш Республикин вăрман хуçалăх агенствин ертỹçи, 2006-2009 çулсенче - Йĕпреç вăрман хуçалăхĕн директорĕ, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ.
Геннадий Николаевич 30 ытла наука ĕçĕн авторĕ, вăл шутра виçĕ кĕнекен авторĕ те.
1998 çулта ентешĕмĕре Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.
Педагог, РСФСР халăх çут ĕç отличникĕ, чăваш писателĕ, Чăваш писателĕсен пĕрлĕхĕн членĕ, Эмине тата Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Василий Егорович Яковлев (Велвокай) (03.05.1915 - 22.01.2017) 110 çул каялла Нăрваш Шăхалĕнче çуралнă пулнă.
В.Яковлев Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. 1945-1984 çулсенче Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта кĕçĕн классене тата рисовани предметне вĕрентнĕ.
Литературăпа 1930 çултан кăсăкланма пикеннĕ. Пĕрремĕш сăввисем 1936 çулта районти "Паянхи сас" (халĕ "Авангард") хаçатра кун çути курнă. Вăл сăвăсемпе калавсен, эссесен, пьесăсен, тĕрлĕ чĕлхерен чăвашла куçарăвĕсен авторĕ. Унăн "Асăнмалăх панулми" калавĕ пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк литературин 26-мĕш томĕнче чăвашла тата турккăлла пичетленнĕ.
В.Велвокай "Сăввăмпа савăнтаратăп сана", "Çунатлă çамрăклăх", "Вутра çуралнă юрату", "С песней я встречаю утро" кĕнекесем пичетлесе кăларнă.
Ентешĕмĕре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Май 2025 |