Вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 21:48 Просмотров: 278

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 1941 çулта Чăваш Республикинче Хĕрлĕ Ялавлă стрелоксен 324-мĕш дивизийĕ йĕркеленнĕ. Мускав çынни Николай Кирюхин генерал-майор ертсе пыракан дивизире чăвашсем те сахал мар пулнă. Вăл 4 полкран тăнă. Дивизи тата 1091-мĕш стрелоксен полкĕн штабĕ Шупашкарта вырнаçнă. 1093-мĕш полк Çĕрпỹре тăнă. 1095-мĕш полк Канашра пулнă. 887-мĕшĕ - Вăрнарта.

 Вăрçă вăхăтĕнче дивизи Кенигсберга çити 1800 яла ирĕке кăларма хутшăннă.

1945 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче Кенигсберга илнĕ кунхине çар ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн дивизие Хĕрлĕ çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Нимĕçсене хирĕç пынă çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн 12613 салтака орденсемпе медальсем панă. Дивизи йышне Первомайски ялĕнче çуралса ỹснĕ Антонина Янаслова та кĕнĕ. Вăл вăрçă хирне 1942 çулта телефонистка, радистка пулса кайнă.

 Темиçе хутчен те çапăçăва кĕнĕ. Курск пĕккинче контузи илнĕ. Сывалнă хыççăн Белоруссие хăтарма хутшăннă, аманнă. Çавах яла таврăнсан хуçалăхра, Первомайскинчи вăтам шкулта ĕçленĕ.

Связист чи кирлĕ çын. Унăн хăйĕн тивĕçĕсене çĕрле е кăнтăрла, юр çунă е çумăр лỹшкенĕ вăхăтра, тăшман пульли пенĕ чухне те пурнăçлама тивнĕ.

 1943 çулхине Хотьково ялне ирĕке кăларнă вăхăтра тăшман авиацийĕ пирĕннисем çине персе тăнă. Антонина Янаслова телефонистка полк командирне кирлĕ сведенисем парса тăнă. Çывăхра бомба çурăлнă. Телефонисткăна çĕр хупланă. Килсе çитнĕ салтаксем ăна вилĕмрен хăтарнă.

Антонина Ивановна кăкăрне 9 медаль, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕилем кỹнĕ.

 Районти, республикăри краеведенине аталантарас енĕпе нумай ĕçленĕ. Патăрьелĕнчи шкул-интернатра 324-мĕш дивизие тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалласа çар мухтавĕн музейне йĕркеленĕ.

 Антонина Янасловăна çарпа патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

 Алманчăра пурăннă Ольга Шарипова-Капралова та 324-мĕш дивизин 95-мĕш стрелоксен полкĕнче санитарка пулнă. Смоленск, Минск, Витебск, Гомель хулисене, Осовеца, Бобруйска, Пруссинче Кенигсберга ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă.

Ольга Михайловнăн "Паттăрлăхшăн", "Çарти хастарлăхшăн", "Германие ирĕке кăларнăшăн", "Кенигсберга илнĕшĕн" тата ытти наградăсем пур.

 Елизавета Курмышова 1943 çул вĕçĕнче çак дивизи йышне кĕнĕ. Санитарка пулнă. Унăн та 3 медальпе пĕр орден пур. Çарта аманнă. 2007 çулта ăна Алманчă ялĕнче пытарнă.

Ишлĕре çуралнă Иван Федотов вăрçă пуçланнă çул 19та пулнă. Çỹлерех асăннă дивизи йышĕнче çапăçнă. Наводчикран отделени командирне çитнĕ. Мускавран Австрие çити утса тухнă. Венăна, Будапешта ирĕке кăларма хутшăннă. темиçе хутчен те аманнă. Çĕнтерĕве Австринче кĕтсе илнĕ. Иван Семеновичăн та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I-II степеньлĕ орденĕсем тата медальсем пур.

Пирĕн муниципалитет округĕнчен çавăн пекех çак дивизи йышĕнче Туçаран Вера Павловна Мулюкова (Кудряшова), Сăкăтран Павел Александрович Трехглазов тата ыттисем те çапăçнă.

Вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр.

Эвелина КАРЯГИНА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика