"Учитель вăл пĕлỹ паракан çеç мар, наставник та. Эпĕ вĕренекенсене пĕлĕве алла илме те, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме те хăнăхтарма тăрăшатăп. Вĕрентесси маншăн професси çеç мар, вăл чун туртăмĕ. Чăтăмлăх та, ачасене юратни те, ĕçе парăнни те кирлĕ унта. Хăвна куллен аталантарса пымалла, пурнăçра хастар пулмалла Çакă телей кỹтĕр",- тет муниципалитет шайĕнче "Çулталăк учителĕ-2025" конкурсра çĕнтернĕ Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта физика предметне вĕрентекен Лилия Субханкуллова (ỹкерчĕкре, варринчи).
Лилия Хасиатулловна педагогикăна килни 7 çул. Кỹршĕллĕ Комсомольски муниципалитет округĕнче çуралса ỹснĕ вăл. Ачаранах учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Çак енĕпе пĕлỹ паракан класа çỹренĕ. Вĕрентекенсен ĕçне килĕштерсе пăхнă.
Вăтам шкул хыççăн хĕр И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕлỹ пухма кĕнĕ. Дипломлă специалист тỹрех Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула ĕçлеме вырнаçнă.
Пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илнĕ теме пулать. Паян Лилия Субханкуллова тĕрлĕ мероприятие, тĕрлĕ шайри конкурса хутшăнать. Çулленех муниципалитет шайĕнчи "Ку чухнехи шкулти физика тата астрономи урокĕсем" методика фестивалĕсенче мала тухать. Вĕсенче ĕç опычĕпе ыттисене паллаштарать. "Ỹсĕм точки: ĕмĕтрен пурнăçа кĕртни патне" республика фестивальне явăçрĕ.
Шкулта тĕрлĕ проект ĕçе кĕрет: "Чĕлхене вĕренсе историе асра тытатпăр", "Çемье лабораторийĕ". Вĕсем ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе, педагогсемпе пĕрле хутшăнмаллискерсем. Ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ.
6 б класс ертỹçи те Лилия Хасиатулловна. Класс сехечĕсенче тĕрлĕ темăпа калаçу пуçарать. Çитĕнекен ăрупа пушă вăхăтра экскурсисене тухса çỹреççĕ. Кинотеатрсене çул такăрлатни, музейсенче пулни, палăксем патне çитни, заповедниксене кайса курни мĕне тăрать.
Çăмăл предмет мар физика. Ăна ачасем патне çитерме пултарать педагог. Çакна шкултан вĕренсе тухакансем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ панă чухне тĕрĕслеве кĕме хирĕçлеменни те çирĕплетет. Пĕрлех вĕренекенсемпе хăйĕн тавракурăмне анлăлатса пыма та тăрăшать. Курссенче пулать.
Ачасемпе ушкăнпа та, уйрăмшарăн та ĕçлеме ỹркенмест. Вĕрентекенсемпе пĕрлехи уроксем ирттерни те пулать. Предмета юратнăран ачасенче интерес çуратма пултарать. Мĕн пĕлменнине аслисенчен илет, хăйĕн пĕлỹ багажне ыттисемпе пайлать.
Çамрăк педагога ачасем те килĕштереççĕ. Шкул администрацийĕ те пулăшса, хавхалантарса пыма тăрăшать. Çавăнпа та ĕçĕ те ăнăçать Лилия Субханкуллован.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Май 2025 |