Мăн аслашшĕпе мăнукĕ - çĕршыв хỹтĕлевçисем

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 21:43 Просмотров: 203

 Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансенчен нумайăшĕ мăн аслашшĕ-кукашшĕнчен тĕслĕх илсе неонацистсемпе хирĕç кĕрешме тухса кайрĕ. Шăпах çавăн пеккисенчен пĕри Ильяс Назыров. Хăй вăхăтĕнче Тутар Тимешĕнче пурăннă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин нуши-тертне курнă Шамшетдин Галялетдинов йăха тăсаканĕсенчен пĕрин аллине пăшал тытма тивесси пирки шухăшлама та пултарайман-тăр.

Шамшетдин Галялетдинович 1900 çулта кун çути курнă. Çĕршыва фашистсем нĕрсĕрле тапăнса кĕрсен малтанхи кунсенчех ăна повестка панă. Мăшăрĕпе ултă ачине тăратса хăварса арçын фронта тухса кайнă.

- Кĕçĕн ывăлĕ, Эмир, ун чухне çур çулта та пулман. Асатте Днепр патĕнче аллине вăйлă суранлатнă. Чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн ăна килне янă. Вăрçăран кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă.

 Мирлĕ пурнăçра та пушă тăма юратман вăрçă ветеранĕ. Кукамайпа иккĕшĕ сад ĕрчетессипе тăрăшатчĕç, вĕлле хурчĕсем тытатчĕç, - тесе аса илет çывăх çынни пирки Дания Салеева.

Шамшетдин Галялетдиновичăн мăнукĕ Ильяс (ỹкерчĕкре, аялта) 1987 çулта Хусан хулинче çуралнă. Аллине аттестат илнĕ хыççăн картинг шкулĕнче вĕреннĕ. Спортăн çак тĕсне (пысăках мар, çăмăл спорт машинипе ăмăртассине) питĕ юратнă. Тĕнче шайĕнчи ăмăртусене те хутшăннă, малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Салтак тивĕçне тинĕс çар пехотинче виçĕ çул пурнăçланă. Командирсем час-часах ун ячĕпе Тав çырăвĕсем янă.

Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Ильяс Назыров мăн аслашшĕн çулне суйласа илнĕ. Тĕреклĕ арçын хăй ирĕкĕпе неонацистсене хирĕç кĕрешме тухса кайнă. 2022 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Бахмут çывăхĕнче паттăрла пуçне хунă. Ильяс Рамазанович "Паттăрлăхшăн" ордена тата "Хăюлăхшăн" медале тивĕçнĕ.

Наталия МЕДВЕДЕВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика