Вăрçă ахрăмĕ пирĕн асран нихçан та тухмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 21:41 Просмотров: 265

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитсе пынă май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта Беларуç Республикинчи Витебск облаçĕн Витебск район хастарĕсемпе онлайн мелĕпе телекĕпер-конференци иртрĕ. Унăн теми - "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă вăхăтĕнче совет халăхĕн геноцичĕ".

Конференцие Витебск районĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Виктор Дорожкин тата Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕç.  Мероприятие Ульяновск облаçĕн представителĕсем те хутшăнчĕç.

Аякри туссемпе йĕркеленĕ телекĕпер ырă та уçă кăмăлпа иртрĕ. Тухса калаçакансем Совет салтакĕсен паттăрлăхĕ, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă тыл хастарĕсен, мирлĕ çынсен тăрăшулăхĕ, пĕрлĕхĕ 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçăра нимĕç фашисчĕсене тĕп тума пулăшнине палăртрĕç.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Наталия Андреева онлайн тĕл пулура "Судьбы жертв геноцида: личные истории, воспоминания, свидетельства" темăпа тухса калаçрĕ. Шкул ачисем, çамрăк патриотсем, "Движение первых" хастарĕсем концлагерьсенче нушаланнă çынсем пирки "Красный" - самый крупный в Крыму лагерь смерти" темăпа чуна пырса тивекен калаçу йĕркелерĕç.

Конференци уçă калаçу формипе иртрĕ. Унăн ĕçне хутшăннисем туслă çыхăнăва малалла та тăсас, вăрçă синкерлĕхĕпе çыхăннă ĕçсене малалла та тĕпчес, хамăрăн çĕршывăмăрăн историне тата ытларах пуянлатас тĕллевпе пĕрлехи вăйпа çамрăксенчен "Шырав отрячĕсем" йĕркелес тесе калаçса татăлчĕç.

 Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика