Истори астăвăмне çухатас мар тесе тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе республикăри вĕрентỹ министерстви тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе пурнăçа кĕртсе пырать. Шкул ачисем хушшинче "Аслă Çĕнтерỹ патне пĕтĕмĕшле çул", "Салтак виçкĕтеслĕхĕ", "Пирĕн Çĕнтерỹ" наукăпа тĕпчев тата ăсталăх проекчĕ старт илнĕччĕ. Унта хутшăнма Беларуç Республикинчи çитĕнекен ăрăва та чĕннĕччĕ.
Ачасенчен 1200 ытла ĕç кĕнĕ. Вĕсенчен чи лайăххисене наука конференцине тăратнă. Çĕнтерỹçĕсем вара Беларуç çĕршывне экскурсие кайма тивĕç пулчĕç.
Муниципалитет округĕнчен çул çỹреве республика делегацийĕпе пĕрле Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Лилия Вахитова, Ранис Айзатуллов тата Э.Феизов ячĕллĕ шкулти Э.Хуснетдинова та тухрĕç.
Ачасем Минск хулинче, Çĕнтерỹ музейĕнче, Наци библиотекинче, "Дудутки" авалхи халăх ăсталăхĕпе технологийĕн комплексĕнче тата ытти çĕрте пулчĕç. Кашнийĕн кăмăлĕ çĕкленчĕ.
Альбина ИВАНОВА
Май 2025 |