Кашниех вĕсене пĕлтĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 21:39 Просмотров: 193

 Унчченрех ялсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă хỹтĕлевçĕсен çурчĕсем çине çеç Хĕрлĕ çăлтăр çапнă.

Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкĕнче вара Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене сума суса çакна çĕнĕрен йăлана кĕртес терĕç - пуç хунă паттăрсен çурчĕ çине пилĕк кĕтеслĕ çăлтăр çакма пикенчĕç.

Çарпа патриотла акци пынă май ăна çак кунсенче Алманчăри Волковсен, Степановсен, Михеевсен, Сымовсен çурчĕсем çине вырнаçтарчĕç. Унта территори пайĕн начальникĕ Владимир Киргизов, шкул, культура ĕçченĕсем, çамрăк армеецсем, çывăх çыннисем, тăванĕсем, кỹрши-арши, ял-йыш хутшăнчĕ.

Паттăрсен çемйисене чĕререн тав тумалăх пурах çав. Çак çуртсенчен тухнă çĕршыв хỹтĕлевçисене çĕр çинче пурăнакан кашни çын асра тытма тивĕç.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика