Кавăн тĕшши

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 21:28 Просмотров: 172

Кавăн тĕшши питĕ усăллă. Унра белок, С, Д, Е тата В ушкăнри витаминсем, аминойỹçексем, сахăрпа тимĕр, пăхăр, марганец, магни, фосфор, цинк, клечатка, усăллă çусем пур.

Тăтăшах кавăн вăрри шĕкĕлчекенĕн юн пусăмĕ йĕркеленет, сахăр шайĕ чакать, хырăмлăхпа пыршăлăх ĕçĕ, астăвăм, куç çивĕчлĕхĕ лайăхланать. Вар хытнипе тата ỹслĕкпе аптăракансемшĕн те аван вăл. Ар пултарулăхне те ỹстерет.

Кавăн тĕшши шĕвĕрĕлченрен хăтăлма пулăшнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Хуртсем ку курбитин йỹçекне чăтаймаççĕ. Çыншăн вăл сиенлĕ мар, паразитсене вара пĕтерет. Ирсерен 100-шер грамм кавăн вăрри çисе шывпа çăтс аярсан 3 кунрах шĕвĕрĕлченрен хăпма май пур.

Пит çине тăтăшах пỹрлешке тухсан, çỹç тăкăнсан кавăн тĕшшине чĕрĕлле çиме сĕнеççĕ.Тĕшĕ ярса лартн ăшывпа ỹте ир-каç сăттăраççĕ.

 Чи усăлли - тĕшше типĕ пỹлĕмре е хĕвел çинче типĕтни. Ятарлас аăшăтса типĕтнĕ чухне пахалăхĕ чакать. Тăвар хушни пирки те усăллă теме çук.

Шăл эмальне сиенлесрен асăрханса вăрра алăпа тĕшĕлемелле. Тĕрлĕ салата, ашпа тата пахча çимĕçп ехатĕрленĕ апата кавăн тĕшши хушма ан манăр - çакă çимĕç тутине пуянлатать.

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика