Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 18.04.2025, 10:50 Просмотров: 258

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ лесовочĕ Расых Мавлетович Шамсутдинов (20.04.1955) 70 çул каялла Тутар Сăкăтĕнче çуралнă.

Р. Шамсутдинов Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 1976-1982 çулсенче Ульяновск облаçĕнчи Кивĕ Майнăри лесхозăн Комсомольски лесничествинче техник-лесовод, лесничи пулăшуçи, лесничи, 1982 çултан çак лесхозрах Жедяевски лесничествин лесничийĕ пулса ĕçленĕ.

Общество деятелĕ, Учредительный пуху депутачĕ Семен Николаевич Николаев (20.04.1880-04.07.1976) 145 çул каялла Красномайскинче (Начар Упи) çуралнă пулнă.

С.Николаев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Чĕмпĕрти тĕн семинаринче, Хусан университечĕн юридика факультетĕнче вĕреннĕ. Диплом илнĕ хыççăн Чĕмпĕр округĕнчи судра ĕçленĕ. 1903 çултан эсерсен партийĕн членĕ пулнă. 1909 çулта ăна Енисей кĕпĕрнине янă. 1915 çулта Павловски çар училище çумĕнчи прапорщиксен шкулĕнче вĕреннĕ. Кайран 142-мĕш запасри полкра тăнă. 1917 çулхи çулла Шупашкарти мировой судья, 1917 çулхи ноябрьте чăваш наци списокĕпе Хусан кĕпĕрнийĕн Учредительнăй пухăвĕн депутачĕ пулма суйланнă.

1918 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнийĕн çут ĕç комиссариачĕн чăваш пайне, каярахпа Самарăри Учредительнăй пухăвăн комитетне ертсе пынă. Çак комитет ĕçлеме пăрахнă хыççăн Владивосток округ судĕнче суд чиновникĕ пулса тăрăшнă. 1922 çултан Чехословакинче пурăннă, Прагăри Вырăс библиотекине ертсе пынă.1945 çулта СССРа таврăннă. 1946-1957 çулсенче ГУЛАГра пулнă. Кайран Чехословакине таврăннă. 1992 çулта унăн таса ятне тавăрнă.

Производство ертỹçи, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Николаевич Никифоров (22.04.1955) 70 çул каялла Сăкăтра çуралнă.

П.Никифоров - Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн (халĕ аграри университечĕ) выпускникĕ. 1979 çултан "Красное Знамя" колхозра председатель çумĕ, тĕп зоотехник, партком секретарĕ пулса тăрăшнă. 1990 çулта Сăкăт ял Совечĕн председателĕ пулма суйланнă. 1992-1995 çулсенче çак ĕçпе пĕрлех "Красное Знамя" колхоз председателĕн, кайран "Красное Знамя" ЯХПК председателĕн ĕçĕсене те туса пынă. Петр Николаевич ертсе пыракан хуçалăх паянхи кун та пысăк тухăçлă ял хуçалăх предприятийĕшутланать.

Социализм Ĕçĕн Геройĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Илларион Евдокимович Перепелкин (24.04.1895-09.10.1969) 130 çул каялла Анат Туçара çуралнă пулнă.

 И.Перепелкин 1933 çултанпа "Гвардеец" колхозăн уй-хир бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. Демобилизаци пулнă хыççăн та çак ĕçрех малалла вăй хунă. Ĕçе йĕркелесе пыма пĕлнĕрен кăтартăвĕсем те лайăхланса пынă. 1947 çулта бригада кашни гектартан 31,9 центнер тулă пухса кĕртнĕ.

Илларион Евдокимовича Ленин орденĕпе, медальсемпе наградăланă.1948 çулта ăна пысăк тухăçлă тулă çитĕнтернĕшĕн Социализмла Ĕç Геройĕ ятне панă.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика