Туслăх пытăр ĕмĕре

Категория: Публикации Опубликовано: 18.04.2025, 10:49 Просмотров: 234

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ отраслĕн ĕçченĕсем Беларусь Республикинчи Витебск облаçĕнчи Витебск районĕнчи çак сферăра ĕçлекенсемпе телекĕпер ирттерчĕç. Унта икĕ енчен те вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕсем, ачасене пĕлỹ паракан çамрăк специалистсем хутшăнчĕç.

"Профессири пĕрремĕш утăмсем, пĕрремĕш çитĕнỹсем" ятпа иртрĕ мероприяти. Кашни учитель хăй мĕнле ĕçе пуçăннине астăвать. Пĕрремĕш урок, пăлхану, ачасем шанчăкпа куçран пăхни...

Малтанах Витебск районĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Виктор Дорожкин вырăнти çамрăк специалистсен пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Вĕсене тивĕçекен патшалăх çăмăллăхĕсене палăртрĕ.

Вĕрентỹ сферине юлашки çулсенче 144 каччăпа хĕр килнине çирĕплетрĕ. 38-шĕ тĕллевлĕ пĕлỹ пухнă-мĕн. Яла çамрăксене хăварас ĕçре тĕрлĕ форум, тĕл пулусем йĕркелени витĕм кỹнине каларĕ. Çавра сĕтел хушшинчи калаçусенче аслисем эстафетăна панă май кирлĕ сĕнỹсемпе пулăшаççĕ. Вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Ольга Трубловская çамрăк педагогсене мĕнле ĕçе явăçтарса пынипе паллаштарчĕ.

Пирĕн муниципалитет округĕнчен телекĕпере округ администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Гелсирень Абейдуллова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Диня Тумакова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Лилия Субханкуллова физика учителĕсем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Портнова, историпе, обществознанипе пĕлỹ паракан Алсу Шепеева, Шăнкăртамри Э.Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти акăлчан чĕлхин учителĕ Чулпан Ишмуратова хутшăнчĕç.

Патăрьел муниципалитет округĕнче те вĕрентỹ ĕçне çамрăксем явăçни курăнать. Вĕсене аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн яла таврăнма пурнăçа тĕрлĕ енлĕ аталантарса пыни те хавхалантарать: шкулсене, сиплев учрежденийĕсене çĕнетеççĕ, çулсене юсаççĕ, интернет çыхăвĕ лайăх тата ытти те. Çаксем пирки администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех Ирина Петровна çамрăк кадрсене наставниксем çумне çирĕплетнине каларĕ. Професси конкурсĕсене каччăсемпе хĕрсене явăçтарнине палăртрĕ. Вĕсем педагогсен дебючĕсене ырланине пĕлтерчĕ. Пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекенсем профиллĕ классенче пĕлỹ пухнине асăнчĕ. Аслă шкулсенче вĕреннĕ вăхăтрах юлашки курссенчен ĕçе пуçăнса кайма май пулнине пĕлтерчĕ.

Ача сачĕсенче агролабораторисем йĕркелени пĕчĕкренех çĕр ĕçне хăнăхма май парать. Ялта ỹссе çитĕннĕ çамрăка çакă та каялла таврăнма илĕртет.

Уçă калаçура çамрăк специалистсем хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕç, профессири малтанхи çитĕнĕвĕсене палăртрĕç, нумай çĕннине пĕлчĕç.

Телекĕпере икĕ муниципалитетри педагогсен пĕрлешĕвĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Пире вĕсенчен çĕршер çухрăм уйăрса тăрать пулин те çыхăну пĕлтерĕшĕ витĕмлĕ. Ăна ирттересси малашне йăлана кĕрессе шансах тăрас килет. Вĕсене пĕр тĕллев пĕрлештерет: çĕршывăн гражданинĕсене тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани парса пăхса ỹстересси.

Калаçу пурне те килĕшрĕ. Вĕçĕнче кашнийĕ хăйне кăсăклантаракан ыйтăва пачĕ. Пĕр-пĕрин хуравĕпе çамрăксем кăмăллă юлчĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика