Общество палатин хастарĕсем малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 18.04.2025, 10:48 Просмотров: 246

 2005 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин "Раççей Федерацийĕнчи Общество палати çинчен" калакан саккуна алă пусса çирĕплетнĕ. Унтанпа кăçал çирĕм çул çитрĕ. Çак сахал мар тапхăрта Общество палатин пĕлтерĕшĕ, витĕмĕ, хисепĕпе сумĕ хушăнсах пычĕ, вăл халăха пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене уççăн сỹтсе явакансен центрĕ пулса тăчĕ. Çав вăхăтрах Общество палати патшалăх органĕсен экономикăпа социаллă аталанăвĕн, наци хăрушсăрлăхĕн, çыннăн прависемпе ирĕклĕхне хỹтĕлес тата ытти чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас тĕллевпе те ĕçлесе пырать.

Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнче Чăваш Республикин Общество палати йĕркеленĕ "Обществăпа калаçни" ("Диалог с обществом") тĕл пулура республика представителĕсемпе, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк муниципалитет округĕсенчи Общество палатин председателĕсемпе йĕркеленĕ калаçура шăпах халăх хушшинчи лидерсен пĕлтĕрхи пĕрлехи ĕçне пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевĕсене çивĕчлетрĕç.

 Сумлă мероприятие Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ Ванифатий Шайкин, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова, Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕ, СВО участникĕсемпе ветеранĕсен "Хамăрăннисен вăхăчĕ" регионти программине хутшăнма чăн малтан заявка панă Тутар Тимешĕнчи Руслан Валиуллин, ытти обществăлла организацисен хастарĕсем хутшăнчĕç.

- Общество палатин йышне ăнсăртран çакланнă çын çук. Эсир пурте çĕршывăн хăйне евĕр патриочĕсем, çитĕнекен çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕхлĕ. Кашниех хăвăр ĕçĕрте пысăк опыт пухнă, тĕрлĕ отрасльте тăрăшса халăх хушшинче хисеп, сум çĕнсе илнĕ хастарсем. Мунициалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономикине тĕреклетес тĕлĕшпе те пысăк витĕм кỹретĕр, влаç органĕпе пĕрле ĕçлесе тĕрлĕрен проектсене, программăсене пурнăçа кĕртме пулăшатăр. Сирте малашне те пысăк шанăç,-çапла хак пачĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова тĕл пулăва хутшăннисене ырă сунса.

Чăваш Республикин Общество палатин председателĕн çумĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Елена Кузьмина 2024 çулта республикăри Общество палатин хастарĕсем граждансемпе пĕрле пурнăçланă ĕç-хĕлпе тата 2025 çулта пĕрлехи вăйпа тума палăртнă тĕллевсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Чăваш Республикинчи "Çĕнтерỹрен Çĕнтерĕве" ("От Победы к Победе") обществăлла юхăм мĕнле ĕçлесе пынипе, Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнă ятпа пурнăçлама палăртнă тĕллевсемпе, СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисене уйăракан тимлĕхпе тата ыттипе те республикăри Общество палатин председателĕн çумĕ Владимир Ежеев, "Чăваш Республикинчи эксперт клубĕ" общество юхăмĕн ĕçĕпе "Чăваш Республикин Общество палатин аппарачĕ" хысна учрежденийĕн ертỹçи Ирина Иванова паллаштарчĕç, ыйтусене хуравларĕç.

Вырăна тухса йĕркеленĕ мероприятинче Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк муниципалитет округĕсенчи Общество палатин председателĕсем Людмила Софронова, Лариса Антонова, Эльвира Жамкова, Зинаида Яковлева хăйсен ĕç опычĕ пирки отчетсем турĕç, влаç органĕпе пĕрле пурнăçлама палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕç.

Мероприятинче чи-чи хастар Общество палатин членĕсене Тав хучĕсемпе чысларĕç.

 Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика