Етĕрне муниципалитет округĕнчи "Присурье" спорт шкулĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа тата депутатсен Пухăвĕн депутачĕн Е.Шлепнева парнисемшĕн Чăваш Республикинче акватлонпа тупăшса мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Чупса тата шывра ишсе Чăваш Енпе Чулхула облаçĕн 230 спортсменĕ хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
"Паттăр" спорт шкулăн çамрăк атлечĕсем те пăрăнса юлман унтан. Ăмăртăва Светлана Рубцовăпа Валерий Платонов тренерсем ертсе пыракан 40 ытла çамрăк хутшăннă. Рияз Азмуков, Ева Антонова пĕрремĕш, Самира Салихова, Карим Камалдинов, Исмаиль Янтыков иккĕмĕш, Тимур Хамдеев, Мария Викторова, Идель Калмыкова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă
Май 2025 |