ЧĂВАШ Енре "Çулталăк çемйи" конкурс 2004 çулта старт илнĕ. Çак тапхăрта муниципалитет округĕсенчи тупăшу витĕр тухнă виçĕ пин ытла мăшăрпа вĕсен ачисем тĕп хуламăрти сцена çинчен хăйсен çитĕнĕвĕпе, пултарулăхĕпе, ĕмĕт-тĕллевĕпе паллаштарнă, çемье телейне пĕрле пайланă. Кашни çулах пулмасан та пирĕн тăрăхран та çакнашкал творчество тупăшăвне хутшăннă хастар, кăтартуллă çемьесем пур. Юлашки пилĕк çулта Юхмапа Пăла чысне Шайдуллинсемпе Ивановсем (икшер хут та хутшăннă), Юнусовсем, Лепешкинсем, Васильевсем хỹтĕленĕ.
Çакнашкал конкурс кăçал та иртет. Июль уйăхĕччен территори пайĕсенчи кăтартуллă çемьесемпе муниципалитет шайĕнче творчество мероприятине йĕркелĕç. Ун хыççăн çĕнтерỹçĕ-çемье республикăри конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне, йăли-йĕркине кăтарма пултарĕ. Пирĕн муниципалитет округĕнчи ялсенче конкурса хутшăнма тивĕçлĕ мăшăрсем, хастар çемьесемпе вĕсен ачисем сахал мар. Вĕсем ялта, округра иртекен культура, спорт мероприятийĕсенче те, общество пурнăçĕнче те пуçаруллă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Çавăнпа та территори пайĕсенче конкурса хутшăнма тивĕçлĕ çемьесене суйласа илес ыйтупа пикенсех ĕçлемелле.
Май 2025 |