Шамиль Вахитов - Раççей спорт мастерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.04.2025, 10:25 Просмотров: 247

 ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнче Раççей спорт мастерĕсен йышĕ çулсеренех ỹссе пырать. Çакă вăл паттăр енĕн мăнаçлăхне, çынсем спортпа, физкультурăпа, сывă пурнăç йĕркипе ытларах та ытларах кăсăкланнине çирĕплетсе парать. Акă, çак кунсенче çеç Раççей спорт министрĕ Михаил Дегтярев "Раççей спорт мастерĕ" хисеплĕ ята тивĕçнисем пирки приказ алă пуснă. Çĕршыв шайĕнчи çамрăк спорт мастерĕсем хушшинче Ыхра Çырминчи Шамиль Вахитовăн ячĕ те пур. Юхмапа Пăла тăрăхĕн паттăрĕ çак хисепе "Корэш" мелĕпе çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туса тивĕçнĕ.

 Сăмах май каласан, иртнĕ çул çамрăк спортсмен спортăн çак енĕпе тĕнче кубокĕн çĕнтерỹçи те пулчĕ! 17 çĕршыври 150 спортсмен хушшинче хăйĕн 80 килограмлă виçипе ăмăртса чи-чи вăйлă спортсменсене те парăнтарса мала тухрĕ.

Спорт каçалăкĕнчи унăн наставникĕсем - Ильдар Вахитовпа Эльфис Мтиев.

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика