55 çул утаççĕ юнашар

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 19:12 Просмотров: 381

Нăрваш Шăхалĕнчи Федорпа Нина Ермолаевсем 55 çул пĕрле пурăнаççĕ. 1969 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче вĕсем туй туса çемье çавăрнă.

- Эпĕ сысна пăхнă çĕрте, Нина дояркăра ĕçлетчĕ. Ĕçре вăр-вар хĕре килĕштертĕм. Вăл та манпа туслă çỹреме хирĕç пулмарĕ. Çапла çур çул калаçнă хыççăн мăшăрлантăмăр, - тет Федор Ермолаев çамрăклăхне аса илнĕ май.

Федор Тихонович - 6, Нина Александровна 5 ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Иккĕшĕ те кĕçĕннисем пулнă. Хулана тухса каяс шухăш пулман. Çамрăк çемье тĕп килте пурăнма пуçланă. Пĕрлешсен те колхозрах вăй хунă. Пурăннăçем ача-пăчи те çуралнă. Ермолаевсем виçĕ хĕрпе икĕ ывăлне кун çути парнеленĕ. Вĕсене воспитани парса пăхса ỹстерес тĕлĕшпе аслашшĕпе асламăшĕ те тăрăшнă. Пĕрле пурăннă май ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне ачасене вĕсем пăхнă. Шел пулин те, пĕр хĕрĕн пурнăçĕ чире пула вăхăтсăр татăлнă.

Кил хуçипе çемье вучахне упраканĕн алли-ури те ылтăн. 1950 çулта Ясная Полянăра кун çути курнă Нина Александровна çамрăк чухнех тĕрлеме юратнă. Паян та вăл пушă тăмасть. Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче 80 çул тултарнă Федор Тихонович йывăçран пичке, уйран çỹпçи, витре тата ытти япала ăсталать.

- Йывăçпа ĕçлеме аттерен вĕреннĕ. Вăл 12 кăшăллă пичке те ăсталатчĕ. Хăй вăхăтĕнче иксĕмĕр Турханкасси лесничествине 40 литрлă шетник 300 яхăн туса панă. Халĕ те ыйхă килмен вăхăтра пĕчĕк пỹрте, мастерской тетĕп эпĕ ăна, тухатăп та ĕçлеме пикенетĕп. Ытларах чухне заказпа пĕчĕк пичкесем хатĕрлетĕп. Пуртăпа, пăчкăпа, савапа тата наструкпа çеç тăрăшатăп, - терĕ хăйĕнпе тĕплĕнрех паллаштарнă май ĕç ветеранĕ. Сăмах май, вăл тунă чечек савăчĕ "Авангард" хаçат редакцинче те пур.

 Ашшĕн ăсталăхне ывăлĕсем те алла илнĕ. Вĕсем йывăçпа ĕçлеме пĕлнисĕр пуçне кирпĕч те хураççĕ.

Юрра-ташша та юратать хисеплĕ мăшăр. Çамрăк чухне Федор Тихонович муниципалитетра иртекен çăварни уявĕсене хутшăнма лаша кỹлсе пĕрре мар килнĕ. Урхамахĕпе çунине илемлетессипе малти вырăнсене те йышăннă.

 Паян ялсенче те 2-3 ăру пĕр çуртра тĕпленнине сайра тĕл пулатăн. Ермолаевсен виçĕ ăру килĕштерсе пурăнать: Федор Тихоновичпа Нина Александровна, Аркадий ывăлĕпе кинĕ тата мăнукĕсем. Пысăк мероприятисенче ачисемпе 11 мăнукĕ пĕрле пухăнсан пỹрт шавласа та кĕрлесе çеç тăрать.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика