Алă вăй виçекенсем чыслава тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 19:07 Просмотров: 417

Каçалти "Кĕтне" ФСКара республикăра мала тухассишĕн 16-18, 19-21 çулсенчи çамрăксем хушшинче алă вăй виçессипе ăмăрту иртнĕ.

Харкам хăйшĕн ăмăртса Эльвина Сафина (60 килограмлă виçере), Эльвина Земдиханова (70 кг), Егор Иванов (60), Дмитрий Прохоров (70), Роберт Шакуров (80) пĕрремĕш, София Раськина (55 кг виçере), Салават Калмыков (60), Нияз Шакуров (80 килограмм ытла) иккĕмĕш, Анастасия Краснова, Таисия Кудрявцева, Айнур Хамбиков (70), Нияз Тазюков (75) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Командăпа илес пулсан Патăрьелсем - пĕрремĕш, Елчĕксем - иккĕмĕш, Комсомольскисем виççĕмĕш вырăнсенче.

 2004-2006 çулсенче çуралнисем хушшинче те ăмăрту çивĕч иртнĕ. Нияз Тазюков (70), Лев Афанасьев (75), Нияз Шакуров (90) пĕрремĕш, Роберт Шакуров (80) иккĕмĕш, Егор Иванов (60), Дмитрий Прохоров (70) виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Çак çулсенчи хĕрсенчен Эльвина Сафина (60) пĕрремĕш, Анастасия Краснова (55), Эльвина Земдиханова (70) иккĕмĕш, Дина Мухамедшина (50), София Раськина (55) виççĕмĕш вырăнсенче.

Командăпа пирĕн муниципалитет округĕ иккĕмĕш тухнă.

Çамрăксем хушшинчи абсолютлă виçе категорийĕнче Эльвина Земдихановăпа Эльвина Сафина пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

Çитĕнỹре, паллах, Ильфак Алеев тренерăн тỹпи пысăк.

 Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем грамотăсене, медальсене тивĕçнĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика