2025.04.11 Игорь Иванов ячĕпе – ăмăрту

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 19:03 Просмотров: 310

 Именкасси клубĕнче Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Паттăрлăх орденĕн кавалерне Игорь Иванова асра тытса теннис турнирĕ иртрĕ. Кăçалхипе ăна виççĕмĕш хут йĕркелерĕç. Çакă кăмăллă: спорт вăййине килĕштерекенсен йышĕ ỹс- се пырать. Маларах унта территори пайĕнче пурăнакансем çеç хутшăннăччĕ, халĕ вара географи анлăланать.

Кăçалхине Ишлĕрен, Сителтен, Нăрваш Шăхалĕнчен, Туçаран, кỹршĕллĕ Комсомольски муниципалитет округĕнчен пуçтарăннă.

Ăмăртăва хутшăнакансене Пикшик территори пайĕн начальникĕ Петр Иванов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи общество палатин членĕ, шахмат федерацийĕн председателĕ Рифкат Сафиуллов, Раççей Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен вырăнти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков саламларĕç.

 Игорь Петровичăн амăшĕ Тамара Ильинична ывăлĕн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Десантник пулнă Игорь. Вĕсен чĕнĕвĕ те "Эпир пулмасан - кам?". Кирек хăш йывăрлăхран та хăраман ентеш, ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулнă.

Турнир 5 категорипе пычĕ: шкул ачисем, çамрăксем, хĕрарăмсем, арçынсем, ветерансем хушшинче. Вĕсен вылявне хаклас ĕçе теннис вăййин округри федерацийĕн председателĕ Алексей Мулюков та хутшăнчĕ.

Шкул ачисенчен Илья Макаров, çамрăксенчен Никифор Васильев, хĕрарăмсенчен Оксана Волкова, ветерансенчен Юрий Платонов çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

Арçынсем хушшинче Алексей Мулюкова çитекенни пулмарĕ.

Мала тухнисем грамотăсемпе медальсене тата парнесене тивĕçрĕç.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика