Олег НИКОЛАЕВ:"Çынсен сывлăхĕ - тĕпре"

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 18:45 Просмотров: 314

Икĕ уйăха яхăн каялла Патăрьел районĕн тĕп больницинче юн тымарĕсене сиплекен уйрăм ĕçлеме пикенчĕ

Сăмах май каласан халăх кĕтекен ыйту "Вăрăм та хастар пурнăç" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко республикăра ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă хыççăн уçăмланчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕрев панипе тата республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнăран ĕçе кĕске вăхăтрах пурнăçлама май килнĕ.

 Юн тымарĕсене сиплекен уйрăм 4 округ çыннисене (77 пине яхăн) медицина пулăшăвĕ кỹрет. Тĕпрен илсен, кунти медицина ĕçченĕсем пуçри юн çаврăнăшĕ улшăннă пациентсене сыватас енĕпе тимлеççĕ.

Иртнĕ уйăхра уйрăмра 27 çын сиплев илнĕ. Хальхи вăхăтра унта 13 пациент выртать.

Инсульт симптомĕсене вăхăтра палăртни, çийĕнчех медицина пулăшăвĕ пама пуçлани пациента хăвăрт ура çине тăма май парать. Юн тымарĕсене сиплекен уйрăм уçни пациентсен сывлăхне тата пурнăçне сыхлама май пани куç кĕретех.

"Нумаях пулмасть пирĕн пата Патăрьелĕнчен 45 çулхи арçынна илсе килчĕç. Унăн инсульт палăрăмĕ пурччĕ. Телее, çемйи çакна вăхăтра сиссе васкавлă пулăшу чĕннĕ. Йышăну уйрăмĕнче диагноза çирĕплетрĕмĕр. Вăхăтра пулăшу панăран тата пахалăхлă сипленĕрен пациент хăй тĕллĕнех çỹреме пуçларĕ",- каласа парать юн тымарĕсене сиплекен уйрăм заведующийĕ Марина Плечова.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика