ВУТ-КĂВАРПА пулакан инкек-синкек чылай чухне хамăртанах килет. Патăрьелĕнчи пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче тăватă пушара шута илнĕ. Патăрьелĕнчи уйрăм гаражра электропроводка юсавсăррипе тата пĕр пурăнман çуртра вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Татмăшра вара мунча хутнă чухне асăрханусăр пулнăран чутах пысăк инкек пулман. Вут-кăвар шăранса пĕтсе сỹнмесĕрех хуçисем кĕле витре çине пуçтарса илнĕ те мунча алкумне лартса хăварнă. Кайран вара ун пирки мансах кайнă. Кăвар амаланса хыпса илнĕ. Юрать-ха, тĕтĕме вăхăтра асăрханă, çулăма пушарниксем алхасма паман.
Çĕнĕ Ахпỹртри пĕр пуçтах вара республикăра пушар хăрушлăхĕн йĕркипе çирĕп пăхăнмалли ятарлă тапхăр пулнине шута илмесĕрех хăйĕн хирти ани çинчи хыт-хурана, пĕлтĕрхи типĕ курăка çунтарса тасатма шут тытнă, тавралăха вараласа тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрлантарнă. Пушар надзорĕн сотрудникĕсем саккунпа килĕшỹллĕн гражданина çакăншăн протокол çырнă, 5 пин тенкĕ штраф панă.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
